Вторник, 22 октября

Йӗтемре концерт лартнӑ

Йӗтемре концерт лартнӑ

Халӗ ял хуҫалӑх сферинче тӑрӑшакансемшӗн хӗрӳ вӑхӑт. Хирсенче комбайнсем карапсем евӗр ишеҫҫӗ, йӗтемсенче те ӗҫ шавӗ кунӗпе илтӗнет. Вырма вӑхӑтӗнче ҫулленех культура ӗҫченӗсем тата ачасем ҫӗр ӗҫченӗсене савӑнтарма, хӑпартлантарма концерт программи хатӗрлесе хире тухаҫҫӗ, йӗтемсене ҫитеҫҫӗ.

Августӑн 28-мӗшӗнче Тукай культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ «Рассвет»                               ЯХПКн йӗтемре вӑй хуракан ӗҫченӗсене концерт лартса панӑ.

Ачасем Раҫҫее, тӑван ҫӗре, тӑвансене юратни ҫинчен юрӑсем шӑрантарнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене аса илсе чӗрене пырса тивекен юрӑсемпе куракансене тыткӑнланӑ.

Тукай культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Т.Тихонова ҫӗр ӗҫченӗсене вӗсен йывӑр та пархатарлӑ ӗҫӗшӗн тав тунӑ, пӗтӗм ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлама ырӑ ҫанталӑк, пуян тухӑҫ суннӑ.

Ял хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем пӗчӗк артистсене лайӑх кӑмӑл парнеленӗшӗн тав тунӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *