Вторник, 22 октября

Аваллӑх ҫулӗпе

Нумай-нумай ҫул каялла паянхи хӑш-пӗр хирсем, ҫырмасем вырӑнӗнче ял-хуласем пулнине ӗненме те йывӑр. Археологсем, таврапӗлӳҫӗсем ятарлӑ тӗпчевсем ирттерсе интереслӗ фактсем тупса палӑртаҫҫӗ, аваллӑха самантлӑха чӑмса ӗлӗкхи ҫын пурӑннӑ вырӑнсене тишкереҫҫӗ, пирӗн йӑх-несӗлсем мӗнле пурӑннине тӗпчесе пӗлеҫҫӗ. Пирӗн округ территорийӗнче те ҫакӑн пек истори пӗлтерӗшӗллӗ вырӑнсем пур. Шӑпах вӗсем ҫинчен калаҫнӑ та  вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем августӑн 24-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра иртнӗ черетлӗ тӗлпулура.

Мероприятие библиотекарьсем, Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн директорӗ Алена Полякова, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи шыравҫӑсен ушкӑнӗн хастарӗсем, округри таврапӗлӳҫӗсем тата историпе  кӑсӑкланакан ытти ҫынсем хутшӑннӑ.

Чи малтанах тӑван ен историйӗпе интересленекен, ӑна тарӑннӑн тӗпчекен хастарсем пӗрле пуҫтарӑнса тумалли ӗҫсене сӳтсе явнӑ, ҫав шутра таврапӗлӳҫӗсен канашӗн альманахне кӑларасси, килес ҫул Аслӑ Каҫал — Комсомольски ялне туса хунӑранпа 460 ҫул ҫитнине уявласси ҫине те тимлӗх уйӑрнӑ. Хальхинче пуҫтарӑннисем библиотекӑра калаҫнипе ҫеҫ ҫырлахман,  округ территорийӗнчи историшӗн паллӑ вырӑнсене ҫитсе курнӑ.

Эткерпе Тукай Мишер ялӗсем хушшинче Хӑнтӑрла юханшывӗн ҫыранӗнче ҫӳл-                                  лӗ вырӑн пур. Таврари ялсенче пурӑнакансем  унта Чапӑрту текен авалхи хула вырнаҫни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ку вырӑнта ӗлӗкхи ҫар хатӗрӗсем —  хуҫӑлнӑ ухӑ йӗпписем, хӗҫсен тата кинжалсен ванчӑкӗсем, ҫӗрӗсем, Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑ- тӗнчи тимӗр укҫасем тупнӑ. Геннадий Воробьев таврапӗлӳҫӗ пӗрремӗш ҫул мар ҫак вырӑна тарӑннӑн тӗпчесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Вӑл пуҫтарӑннисене паянхи кунччен мӗн тӗпчесе пӗлни ҫинчен каласа панӑ, интереслӗ вырӑнсене кӑтартнӑ. Чылай ҫул каяллах вӑл Эткер ялӗнчи ватӑ ҫынсемпе ҫак вырӑн ҫинчен мӗн илтни-пӗлни ҫинчен калаҫнӑ, вӗсем каласа панисене фактсемпе шайлаштарса кунта чӑнах та авалхи Чапӑрту хули пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫыран хӗрринче халӗ те авалхи хулан стени пулнӑ чулсене тупма пулать. Нумай вӑхӑт иртнипе вӗсем чылай ванса тӗпреннӗ, апла пулин те таврапӗлӳҫӗсем вӗсемпе пысӑк интереспа паллашнӑ.

— Ача чухне ҫак вырӑнсенче нумай чупнӑ. Ун чухнех ҫырмасен хӗррисем ҫутҫанталӑк мар, ҫын тунӑ пек курӑнатчӗҫ. Ҫак вырӑн ҫывӑхӗнче ҫӗр сухаланӑ чухне те унччентерех трактористсем тӗрлӗ чулсем тухни ҫинчен калатчӗҫ, — аса илнӗ Геннадий Воробьев.

Комсомольскинчи тепӗр таврапӗлӳҫӗ Валерий Павлов Чаппан вӑрҫи мӗнле пулса иртнине тарӑннӑн тӗпчет. Вӑл ертсе пынипе таврапӗлӳҫӗсем ҫак синкерлӗ пулӑма хутшӑннӑ ҫынсене пытарнӑ вырӑна — Комсомольски вӑрманӗ ҫывӑхне — ҫитсе курнӑ. Валерий Тимофеевич ҫак вырӑна йӗркене кӗртес, унта астӑвӑм вырӑнӗ тӑвас ыйтӑва пӗрремӗш ҫул мар хускатать. Тӑрӑшнине кура, тен, малашне ку ыйтӑва татса   парӗҫ.

Юлашкинчен мероприятие хутшӑнакансем этнобиблиотекӑра ларса канашланӑ, пӗтӗмлетӳсем тунӑ, тӗлпулу питӗ усӑллӑ иртнине палӑртнӑ. 

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *