Вторник, 22 октября

Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пирӗн хушӑрах

Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пирӗн хушӑрах

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн августӑн 1—30-мӗшӗсенче «Вӗренме кайма пулӑш» акци иртет. Ку мероприяти ҫемьери тупӑш пӗчӗккине кура ачасене шкула яма хатӗрлесси йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратакан ҫемьесене пырса тивет.

Сергей Самарин тата Дмитрий Дмитриев уйрӑм предпринимательсем ҫак акцине хутшӑнса пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасем валли 45 набор канцеляри таварӗ туянса панӑ.

Сергей Юрьевичпа Дмитрий Германович ача сачӗсенче электромонтаж ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, шкулсен тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти объектсен капиталлӑ юсавӗсене тунӑ ҫӗре хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем — чӑн-чӑн профессионалсем, республика тулашӗнче те вӑй хураҫҫӗ.  Ӗҫӗ нумай пулин те вӗсем ырӑ ӗҫсем валли те вӑхӑт тупаҫҫӗ.

«Вӗренме кайма пулӑш» акци ҫинчен илтсенех ӗҫтешпе пӗрле унта хутшӑнма шутларӑмӑр. Эпӗ хам та икӗ ача ашшӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасем ҫинчен илтсен айккинче тӑрса юлма пултараймастӑп. Ачасен нуша курмалла мар. Эпир час-часах укҫа ҫитменни ҫинчен калаҫатпӑр, пире вара чӑннипе тимлӗх, юрату, пӗр-пӗрин нушине ӑнланни ҫитмест», — уҫать шухӑшне Сергей Самарин.

Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр акцие хутшӑнакансене чӗререн тав тӑвать. Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать теҫҫӗ, малашне те йывӑр лару-тӑрури ҫынсенчен пӑрӑнса иртер мар.  

Ольга НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *