Шупашкарӑн юбилей% ҫулӗпе аслӑ, чунӗпе ҫамрӑк хула

Шупашкарӑн юбилей% ҫулӗпе аслӑ, чунӗпе ҫамрӑк хула

Канмалли кунсенче Шупашкарта пурӑнакансем тата хӑнасем тӗп хуламӑрӑн юбилейне — 555 ҫул тултарнине уявланӑ. Хӗрлӗ лапамра иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурне те ҫак паллӑ уявпа саламланӑ, тӗрлӗ ӗҫре палӑрнӑ ентешсене патшалӑх наградисем парса чысланӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, РФ сенаторӗ Николай Владимиров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов тата ыттисем те саламлӑ сӑмахсем каланӑ, Шупашкар кунран-кун аталанса, хитреленсе пынине палӑртнӑ.

Шупашкарта пурӑнакансем тата хӑнасем «Стрижи» пилотаж ушкӑнӗ кӑтартнӑ авиашоупа, уяв концерчӗпе киленнӗ. Каҫпа Шаман юрӑҫ хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

Уяв кунӗнче «Пултарулӑх бульварӗ» арт-проект ӗҫленӗ. Унта Комсомольски муниципаллӑ округӗн экспозицийӗ те пулнӑ, хӑйӗн илемӗпе, хӑйнеевӗрлӗхӗпе ҫынсене илӗртнӗ. Тӗп хуламӑрта пурӑнакансем тата хӑнасем «Хлебозавод» ООО, «Кооператор» ООО, «Слава картофелю» агрофирма, О.Кашкаров уйрӑм предприниматель, И.Пахаловӑн фермер хуҫалӑхӗ туса кӑларакан продукцие тутаннӑ, вырӑнти ӑстасен ӗҫӗсене хакланӑ, ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ, чӑваш кӗвви-ҫеммипе пӗрле ташша тухнӑ. Уяв программи анлӑ пулнӑ, курма килекенсем кӑмӑллӑ юлнӑ.

Цитата

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев:

«Хӑйӗн 555 ҫулне Шупашкар пысӑк улшӑнусемпе кӗтсе илет. Пирӗн ҫӗнӗ спорт, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсем юсанаҫҫӗ, хула ҫамрӑкланать. Ҫакна эпир — кунта пурӑнакансем — тӑватпӑр.

Шупашкарта 100 ытла халӑх ҫыннисем пӗрле пурӑнас, ӗҫлес, йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерес, вӗсенчен яланах ҫӗнтерӳҫӗ пулса тухас йӑлана тытса пыраҫҫӗ. Ҫакна йӑлтах ҫынсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑвакан ӗҫе юратса пурнӑҫлаҫҫӗ.

Астӑвӑм та пӗлтерӗшлӗ. Эпир яланах иртнине асра тытатпӑр% пулӑмсене, ӗҫсене, ҫитӗнӳсене, йывӑр вӑхӑтсене тата ҫынсене. Эпир тӗрлӗ вӑхӑтра чаплӑ ӗҫсем тунӑ ентешсемпе мухтанатпӑр. Вӗсем ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тунӑ, космоса парӑнтарнӑ».

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *