Вторник, 22 октября

Туризм индустрийӗ аталанать

Туризм индустрийӗ аталанать

ЧР Экономика  аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри отельсенче туристсем вӑтамран 2—3 талӑклӑх чарӑнаҫҫӗ.

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коллективлӑ вырнаҫтармалли ҫуртсенче пурӗ 538 пин хутчен ҫӗр каҫнӑ. Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсемпе кану базисенче чарӑннӑ туристсен шучӗ 214 пин ытла ҫынпа танлашнӑ. Ку 2023 ҫулхи ҫак тапхӑртинчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ нумайрах.

«Ҫапла вӑтамран туристсем Чӑваш Енре 2—3 талӑклӑх чарӑнни паллӑ. Ку лайӑх кӑтарту. Вӑл ҫул ҫӳрекенсем ҫак кунсенче пирӗн республикӑра укҫа-тенкӗ тӑкакланине пӗлтерет% вӗсем кафесемпе ресторансене, магазинсене ҫӳреҫҫӗ, сувенирсем туянаҫҫӗ, экскурси пулӑшӑвӗсемшӗн тӳлеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе тата та анлӑлатмалла», — палӑртнӑ Дмитрий Краснов.

Пӗрремӗш ҫур ҫулти кӑтартусем тӑрӑх республикӑна килнӗ туристсен шучӗ 450 пин ҫын патне ҫывхарать, ҫав шутра хӑна ҫурчӗсенче чарӑнманнисем те, тӗслӗхрен, теплоход ҫинчен аннӑ туристсем. Ҫуллахи сезонӑн кӑтартӑвӗсене каярах тӗплӗн пӗтӗмлетӗҫ. 

Республикӑра «Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Улатӑр, Шупашкар, Куславкка, Красноармейски, Канаш округӗсенче, ҫавӑн пекех Атӑл леш енче глэмпингсем туни ҫинчен те каласа хӑвармалла. Июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне глэмпингсенче 33 номер хута янӑ та ӗнтӗ. Строительство ӗҫӗсем мӗнле пынине ЧР Экономика министерствин ятарлӑ комиссийӗ тӗрӗслесех тӑрать.

«Тӗллев — 2030 ҫул тӗлне туристсен юхӑмне 1,5 миллион ҫынна ҫитересси. Вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн республикӑра ҫӗр каҫма юлни те питӗ пӗлтерӗшлӗ», — палӑртнӑ министр Дмитрий Краснов.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *