Вторник, 22 октября

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ

Кашни уйӑхрах муниципаллӑ округра Пӗрлехи информаци кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкартан килнӗ влаҫ представителӗсем, муниципаллӑ округӑн администрацийӗнче ӗҫлекенсем, территори уйрӑмӗсен ертӳҫисем тата тӗрлӗ сферӑри специалистсем пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

Августӑн 21-мӗшӗнче округра черетлӗ информаци кунӗ иртнӗ. Информушкӑн ӗҫне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров ертсе пынӑ. Тӗп ыйтусем ҫаксем пулнӑ: вӗренӳ организацийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлесси, килти е хваттерти газ оборудованийӗпе хӑрушлӑхсӑр усӑ курасси, нумай функциллӗ центр паракан пулӑшусем.

Виҫҫӗмӗш ыйту ҫинче тӗплӗнрех чарӑнса тӑрас килет, мӗншӗн тесен нумай функциллӗ центр урлӑ тӗрлӗ ӗҫ тума пулни округра пурӑнакан кашни ҫыншӑнах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 

Чӑваш Енре «Мои документы» центрсен сечӗн пурӗ 31 точка ӗҫлет. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, «пӗр чӳрече» форматпа Чӑваш Енре пурӑнакансен 97,63 проценчӗ усӑ курать. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ чылай пулӑшупа нумай функциллӗ центр урлӑ усӑ курма пулать, ҫав шутра паспорт илме, пурӑнакан вырӑнта регистрациленме, пособи илме тата  ытти   те.

Паянхи кун НФЦ урлӑ 236 тӗрлӗ пулӑшупа усӑ курма май пур, вӗсен шучӗ кунсерен ӳсет. Тӗрлӗ пулӑшу ыйтса пыракансен шучӗ те юлашки ҫулсенче палӑрмаллах нумайланнӑ. Енчен те 2010 ҫулта 140,5 пин хутчен НФЦ урлӑ пулӑшу илнӗ пулсан, юлашки ҫулсенче ку кӑтарту 1,5 миллионччен ӳснӗ. Ытларах (62 процент) федераллӑ пулӑшусем кирлӗ чухне ҫак мелпе усӑ кураҫҫӗ. Регион тата муниципалитет шайӗнчи пулӑшусене илме чылай сайрарах ку меле суйлаҫҫӗ.

Комсомольскинчи НФЦ 2013  ҫултанпа ӗҫлет. Паянхи кун ҫынсене 5 «чӳречере» йышӑнаҫҫӗ. Округра пурӑнакан кашни ҫыннӑн пӗр вырӑнта, тӗрлӗ организацисене чупса ҫӳремесӗрех нумай пулӑшу илме май пур. Ҫакӑ питӗ меллӗ пулнине, паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтернине палӑртнӑ информкуна хутшӑнакансем.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *