Вторник, 22 октября

Наградӑсене тивӗҫнӗ

Наградӑсене тивӗҫнӗ

Паянхи кун патриотлӑх тата ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Юлашки кунсенче округран фронта тухса кайнисем пысӑк наградӑсене тивӗҫни ҫинчен темиҫе хутчен те хыпар ҫитрӗ.

Ҫӗнӗ Мӑрат салтакне Федор Павлова Жуков медальне тата «Участнику специальной военной операции» медаль парса чысланӑ. Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчен контрактпа  кайнӑ Олег Иванов та ҫапӑҫура кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Жуков медальне тивӗҫнӗ. Мобилизаципе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Комсомольски каччине Даниил Яковлева та ҫакӑн пек медаль панӑ.

Эпир паттӑр салтаксемпе мӑнаҫланатпӑр, вӗсене часрах ҫӗнтерӳпе, ыррӑн-сыввӑн каялла таврӑнма сунатпӑр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *