Понедельник, 16 сентября

Ӗмӗрӗпех вӑрман хуҫалӑхӗнче  ӗҫленӗ

Ӗмӗрӗпех вӑрман хуҫалӑхӗнче  ӗҫленӗ

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Игнатий Мартынов вӑрманта сиплӗ сывлӑшпа тулли кӑкӑрпа сывласа уҫӑлса ҫӳреме, унти илеме, чӗрӗ чунсен пурнӑҫне сӑнама, лӑпкӑ ҫилпе хускалакан йывӑҫсен сулхӑнӗпе киленме кӑмӑллать. Ӗмӗрӗпе вӑрманта ӗҫленӗ ҫынна йывӑҫсен ытамӗнче пулни канлӗх кӳрет, хавхалантарать, лайӑх кӑмӑл парнелет. 

Игнатий Павлович 1949 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче Хирти Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Пилӗк ачаллӑ ҫемьере вӑл иккӗмӗш пулнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен ҫемье пуҫӗ мӑшӑрӗсӗр, ачисем амӑшӗсӗр тӑрса  юлаҫҫӗ. Тем чухлӗ хуйхӑрсан та вилнӗ ҫынна тавӑраймӑн. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ашшӗ киле хӗрарӑм илсе килнӗ. Ҫемьере ачасен шучӗ тӑххӑра ҫитнӗ.

Хирти Явӑш шкулӗнче 8 класс пӗтерсен Йӑкӑнат 9—10 классене Комсомольски вӑтам шкулӗнче вӗренме шут тытнӑ. Мӑнукӗн ку шухӑшне Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан кукамӑшӗ пӗр ырласа та пӗр савӑнса йышӑннӑ. Ара, ватӑ ҫынна пӳрт-ҫурта пӗччен тытса пыма ансат мар-ҫке. Игнатийӗн вӗренес кӑмӑл-туртӑмӗ пысӑк пулнӑ, вӑл пӗтӗм предмета юратнӑ. Амӑшӗсӗр ир тӑрса юлнӑскер, арҫын ача ӗҫчен ӳснӗ, кукамӑшне кил хуҫалӑхӗнче май пур таран пулӑшнӑ. Унӑн аллинче пӑчкӑ-пуртӑ ачаранах ҫӑмӑллӑн выляннӑ,  каскалама та хӑнӑхса ӳснӗ. Пушӑ вӑхӑтра вӑл ял ҫывӑхӗнчи вӑрмана час-часах ҫитсе килнӗ, ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме ӗмӗтленнӗ.

Вӑтам шкула ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ Игнатий Мартынов хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтрах ӑна ҫара илнӗ. Службӑран таврӑнсан каччӑ малалла пӗлӳ пухнӑ, алла диплом илнӗскерӗн Иркутск облаҫне ӗҫлеме кайма шӑпа тухнӑ. Ҫамрӑк лесничи унта ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пикеннӗ, ҫӗнӗ юлташсем тупнӑ, ӑна пурӑнмалли кӗтес те уйӑрса панӑ.

Ҫулталӑкран тӑван тӑрӑха  отпуска таврӑнсан Игнатий Павлович Хирти Мӑрат хӗрӗпе Таисия Елисеевна Родионовӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр пӗрле аякри Ҫӗпӗр ҫӗрне тухса кайнӑ.  Унта вӗсен 3 хӗрӗ — Оксана, Ирина тата Таня — ҫут тӗнчене килнӗ.

И.П.Мартынов Красноярск хулинчи Ҫӗпӗрти технологи институтӗнче куҫӑн майпа вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ‚ ҫемьене пурӑнма укҫа-тенкӗ пултӑр тесе вара каҫсерен тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшма тивнӗ.

Институт пӗтерсен ӑна вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗн должноҫне куҫарнӑ. Ҫав хушӑра вӑл ертсе пыракан коллектив ӗҫре  пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӑрманҫӑсем хӑйсен ӗҫӗнче йывӑҫсем лартас, вӗсене сыхлас тата сӑтӑрҫӑсенчен хӳтӗлес ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вӑрман лаптӑкӗсене, каснӑ вырӑнсене сӑнасах тӑнӑ, йывӑҫсене пушартан сыхлас, вӑрманта харпӑр хӑйсене епле тытас тӗлӗшпе халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫӗсем нумай ирттернӗ.

Аякра чылай ҫул пурӑнса унти ӗҫе, ҫынсене, лару-тӑрӑва хӑнӑхса ҫитнӗ пулин те, тӑван кӗтес яланах хӑй еннелле туртать ҫав. 1988 ҫулта Мартыновсен ҫемйи Чӑваш Ене таврӑнма йышӑнать. Черетлӗ отпуск вӑхӑтӗнче вӗсем малтан Кӗҫӗн Каҫалта Игнатий Павловичӑн кукамӑшӗ пурӑннӑ вырӑнта йышлӑ тӑванӗсем пулӑшнипе ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ҫавӑраҫҫӗ. 1989 ҫулта вара унта куҫса килеҫҫӗ. Игнатий Павлович тӳрех Комсомольски вӑрман хуҫалӑхне ӗҫе вырнаҫнӑ, унта чылай вӑхӑт тӗп лесничире вӑй хунӑ.

Игнатий Мартынов хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӑрман хуҫалӑхне халалланӑ. Вӑл пуҫарса ертсе пынипе вӑрмансене  ҫӗнетме кирлӗ калча ӳстерекен питомник уҫнӑ. Хастар та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Игнатий Павлович отраслӗн Хисеп хучӗсене илме пӗрре ҫеҫ мар тивӗҫнӗ. Яланах пулӑшма хатӗр пулнӑшӑн, вырӑнлӑ сӗнӳ-канашсемшӗн ӑна ӗҫтешӗсем чунтан хисепленӗ. Ҫамрӑк специалистсене вӑл хӑйӗн опычӗпе хаваспах паллаштарнӑ.

И.П.Мартынов тивӗҫлӗ канӑва кайнӑранпа 15 ҫул ӗнтӗ, ҫапах ветерана отрасльте пулса иртекен ҫӗнӗлӗхсем интереслентереҫҫӗ, йӗркесӗрлӗхсем вара канӑҫсӑрлантараҫҫӗ.

— Вӑрмана юратмалла, ӑна пӗлмелле, ҫутҫанталӑк саккунӗсем тӑрӑх пурӑнмалла, вара вӑл саншӑн нумай вӑрттӑн та интереслӗ япаласем уҫса парӗ, — палӑртать Игнатий Павлович.

Этем ҫӗр ҫине ырӑ тума, хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ йӗр хӑварма килет теҫҫӗ. Игнатий Мартынов вара ӗмӗрӗнче пайтах сӑваплӑ ӗҫ тунӑ  Ҫӗпӗрте те, Чӑваш Енри Комсомольски тӑрӑхӗнче те вӑл ертсе пынипе лартса хӑварнӑ мӗн чухлӗ йывӑҫ ешерет, сывлӑша тасатать. Ҫакӑ мар-и-ха вӑл чӑн-чӑн пархатарлӑ пурнӑҫ!

Ҫак кунсенче вӑрман хуҫалӑхӗн ветеранӗ 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ӑна хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ҫичӗ мӑнукӗ, тӑван-хурӑнташӗсемпе юлташӗсем уяв кӗрекинче саламлӗҫ. Вӗсем ҫумне хутшӑнса Игнатий Павловича ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул сунас килет.

Любовь ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *