Четверг, 19 сентября

Яланах ачасем хушшинче

Ҫак кунсенче Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан В.Н.Никифорова сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвать.

Вера Николаевна пурнӑҫ тӑршшӗпех ачасем хушшинче. 1981 ҫулта вӑл Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вожатӑйра ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗсенче октябреноксем, пионерсем, комсомолецсем пулнӑ. Вӗсемпе тӑтӑшах мероприятисем ирттерме тивнӗ. Ачасемпе ытларах уроксем хыҫҫӑн ӗҫленӗ. Стена хаҫачӗсем кӑларнӑ, уявсем тӗлне концерт программисем хатӗрленӗ. Ферма ӗҫченӗсене, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче йӗтем ҫинче, хирте ӗҫлекенсене юрӑ-ташӑпа хавхалантарнӑ. Ялти ватӑсене, ун чухне вӑрҫӑ ветеранӗсем те пулнӑ-ха, пулӑшма ҫӳрессине йӗркеленӗ. Вӗсене вутӑ татса, ҫурса, купаласа панӑ, шыв ӑсса килнӗ, хӗлле юр уҫнӑ тата ытти ӗҫсене те пурнӑҫланӑ.

1985—1987 ҫулсенче В.Никифорова Ҫӗрпӳри культура училищинче вӗреннӗ. Тӑван шкулти библиотекӑра ӗҫленӗ. «Вӑл вӑхӑтра ачасене вулама хавхалантарас енӗпе те чылай ӗҫ тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах  пукане театрӗ те йӗркеленӗччӗ. Спектакльсем те лартаттӑмӑр. Унта вӗренӳре палӑрсах кайман ачасем те хаваспах хутшӑнатчӗҫ.  «Анисса» пьесӑна сцена ҫине кӑларни ман асра юлнӑ. Унта Т.Соловьева  Анисса, Д.Волков Кирук ролӗсене асра юлмалла выляса панӑччӗ. И.Пурлушкин, О.Тарасов, Н.Тумаланов, Г.Никифоров пьесӑри сӑнарсене аван кӑтартнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра ачасемшӗн те, хамӑршӑн та интереслӗ пулнӑ», — аса илет Вера Николаевна.

1997 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. Шел пулин те, ун ку специальноҫпа нумай ӗҫлеме тӳр килмен.

Шӑпа ӑна Мускава илсе ҫитернӗ. Кунта вӑл ача садӗнче 5 ҫул тӑрӑшнӑ. Амӑшне пӑхма ҫын кирлӗ пулнипе тӑван ялах таврӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Комсомольскинчи  «Радуга» ача садӗнче воспитательте ӗҫлеме пуҫлать. Унта В.Никифорова  10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. «Шкулпа ача сачӗ хушшинче уйрӑмлӑх пысӑк. Малтанах, паллах, пӗчӗккисемпе ӗҫлеме йывӑрччӗ. Юнашар опытлӑ пулӑшакансем пулни, ачасене хытӑ юратни ӗҫе хӑнӑхма пулӑшрӗҫ. Халӗ вара хама урӑх вырӑнта курмастӑп та. Манӑн анне те вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Вутланри ача ҫуртӗнче тӑлӑх ачасене пӑхнӑ. Ҫулсем иртсен те вӗсем пирки пӑшӑрханатчӗ. Ачасене юратасси ҫапла йӑхран-йӑха куҫать пулӗ. Хамӑн хӗрсем те воспитатель профессине суйласа илчӗҫ. Эпӗ хамӑн ӗҫпе хӑпартланатӑп. Ача садне куллен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ҫитетӗп. Кунта мана пӗчӗккисем йӑл кулӑпа кӗтсе илни савӑнтарать, вӗсен хаваслӑ сасси хавхалантарать.  Манӑн тӗллев —  вӗсене лайӑххине, ыррине  вӗрентесси, тавракурӑмне ӳстересси, тӗрлӗ енлӗн аталантарасси», — тет юбиляр.

В.Никифорова хастар ӗҫшӗн нумай хутчен Хисеп грамотисене тата ытти наградӑсене тивӗҫнӗ. Спортпа та туслӑ вӑл. Округра иртекен ӑмӑртусене  хутшӑнма тӑрӑшать.

Мӑшӑрӗпе, Александр Николаевичпа, виҫӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ, пурне те аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ.

Юбилей кӗрекинче мӑшӑрӗпе ачисем, тӑванӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем, кӳрши-арши ун ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем каласа саламлӗҫ. Ҫакна вӑл хӑйӗн ырӑ та пархатарлӑ ӗҫӗсемпе тивӗҫлӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *