Четверг, 12 сентября

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ

Пирӗн ҫӗршывра йӑлана кӗнӗ тӑрӑх августӑн иккӗмӗш шӑматкунӗнче Физкультурник кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уяв пире спорт пурнӑҫра питӗ пысӑк вырӑн йышӑнни ҫинчен аса илтерет, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма, кӗлеткене аталантарма хистет. Уяв спортӑн вӑл е ку тӗсӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем туса мухтава тивӗҫнисене ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра физкультурӑпа туслисене те пӗрлештерет. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗтне» спорт комплексӗнче Физкультурник кунне халалласа уяв ирттернӗ, спорта юратакансем тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ.

Чи малтанах пуҫтарӑннисем ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗпе Алевтина Биктимировӑпа пӗрле ирхи зарядка ирттернӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин спорта юратакансене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, спорт ветеранӗсене Вениамин Белкова, Николай Ятманова, Геннадий Петухова, Евгений Тихонова, Николай Краснова, Владимир Гладкова, Рафик Тимергалеева, Алевтина Биктимировӑна, Василий Краснова, Нежеметдин Сахрова «Комсомольски муниципаллӑ округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех округӑн спорт пурнӑҫне активлӑ хутшӑнакансене, тӗрлӗ ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисем тата Тав хучӗсем панӑ.

Администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, спорт ветеранӗ Алевтина Биктимирова, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов пуҫтарӑннисене саламласа ӑнӑҫлӑн старта тухма, ӑмӑртусенче ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем уйрӑмах йышлӑн пулнӑ. Тӗрлӗ дистанцисенче ачасем хушшинче  Ю.Гимальтдинов, Е.Биктимирова, И.Бетертдинов, Д.Медведева, К.Ильина мала тухнӑ. Ҫитӗннисем хушшинче тӗрлӗ ӳсӗмсенче Н.Бархонов, В.Ефремова, В.Калашников, Р.Сапожникова, Н.Мамуткин, Т.Перепелкина, А.Самаркин чи малтан дистанцие парӑнтарнӑ. Инҫӗшне сикессипе арҫынсем хушшинче В.Калашникова, хӗрарӑмсем хушшинче Р.Сапожникована ҫитекен пулман.

Пляж волейболӗнче каччӑ-сем хушшинче те, хӗрсем хушшинче те Тӑманлӑ Выҫлисен командисем мала тухнӑ. Мини-футбол вӑййинче пӗрремӗш вырӑна «Сова» команда, иккӗмӗшне «Кубня» команда тивӗҫнӗ. Шашкӑлла выляса Н.Индюков мала тухнӑ, А.Гаврилов — 2-мӗш, Ю.Быков 3-мӗш вырӑнта пулнӑ.

Ҫавӑн пекех кӑҫалхи Ҫемье ҫулталӑкӗнче ҫемье командисем те ӑмӑртнӑ. Шел пулин те, ку дисциплинӑра ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсем йышлӑн пулман. 1-мӗш вырӑна Кольцовсен, 2-мӗш вырӑна Комиссаровсен туслӑ командисем тивӗҫнӗ.

Чушкӑлла вылякансем хушшинче хӗрӳ тупӑшу иртнӗ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх арҫынсем хушшинче А.Самаркин, хӗрарӑмсем хушшинче Г.Симакова мала тухни паллӑ.

Физкультурник кунӗ чӑн-чӑн сывлӑхпа спорт уявӗ пулнӑ. Кирек хӑш професси ҫыннишӗн те, ҫамрӑксемшӗн те, ваттисемшӗн те спорт питӗ усӑллӑ. Ҫавӑнпа та килес ҫул ҫак уява тата та нумайрах ҫын хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса парасса, парнесене тивӗҫессе шанатпӑр.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *