Понедельник, 16 сентября

Медале тивӗҫнӗ

Медале тивӗҫнӗ

Пирӗн округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, округ, республика ятне ҫӳлте тытма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче пирӗн пата ырӑ хыпар ҫитрӗ — пирӗн ентеше, Урмаел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илнар Кумтова Жуков медальне парса чысланӑ. Ку пысӑк наградӑна вӑл ҫапӑҫура кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн тивӗҫнӗ.

Эпир паттӑр ентешпе мухтанатпӑр, унӑн хӑюлӑхӗпе мӑнаҫланатпӑр. Вӑл — ҫамрӑк ӑрусемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх.    

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *