Вторник, 17 сентября

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр

Августӑн 13-мӗшӗнче, шӑпах Пыл сӑпасӗ умӗн, администрацин ларусен залӗнче округри хурт-хӑмӑр ӑстисем пуҫтарӑнса канашланӑ. Мероприятие ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем те хутшӑннӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин тӗлпулӑва уҫса сӳтсе явмалли тӗп ыйтусене палӑртнӑ. Чи пӗлтерӗшлӗ ыйту — ял хуҫалӑх культурисене хурт-кӑпшанкӑран тата ҫумкурӑксенчен имҫамлас ӗҫе пыл хурчӗсемшӗн сиенсӗр йӗркелесси. Мероприятие хутшӑнакан хурт-хӑмӑр ӑстисем ҫак ӗҫсене тӑвасси ҫинчен маларах пӗлтерсе хуманшӑн кӑмӑлсӑр. Рапс уйӗсене имҫамланине пула ҫывӑхра вырнаҫнӑ ялсенчи пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ. Маларах пӗлтернӗ пулсан хурт ӗрчетекенсем хӳтӗленме мерӑсем йышӑнса ӗлкӗрнӗ пулӗччӗҫ.

Ҫавӑн пекех тӗлпулӑва килнисем ял хуҫалӑх культурисене имҫамланӑ чухне 3-мӗш класс хӑрушлӑхлӑ препаратсемпе усӑ курма сӗннӗ. 1-мӗш е 2-мӗш класа кӗрекен имҫамсем пыл хурчӗсене уйрӑмах пысӑк сиен кӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та май пур чухне вӗсемпе усӑ курассинчен пӑрӑнсан аванрах.

Комсомольскинчи ветеринари станцин начальникӗ Сергей Васильев пыл хурчӗ усракансене утарсене шута илмелли ҫинчен аса илтернӗ, тӗпчевсем валли пробӑсем илмелли йӗркепе паллаштарнӑ.

Мероприятире ҫавӑн пекех округри тӗп хурт-хӑмӑр ӑстине Мария Пильщикована «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ.

Наталья МЕДВЕДЕва.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *