Понедельник, 16 сентября

Ҫӗр вырӑнне – укҫан

Ҫӗр вырӑнне – укҫан

Республикӑри нумай ачаллӑ ҫемьесем тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илес вырӑнне пӗр хутчен паракан 250 пин тенкӗлӗх тӳлеве илме пултараҫҫӗ. Ҫакна тӑвас текен ҫемьен вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче пурӑнмалли вырӑн ҫитменнисен черетӗнче тӑмалла.

250 пин тенке алӑран тыттармаҫҫӗ, ятарлӑ сертификат параҫҫӗ. Унпа 6 уйӑх тӑршшӗнче усӑ курса ӗлкӗр- мелле.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта республикӑра 472 ҫемье ҫакӑн пек сертификат илнӗ. Вӗсенчен 276 ҫемье сертификат укҫипе усӑ курма ӗлкӗрнӗ те, ҫав шутра 14-шӗ укҫа-тенке ҫурт тума е туянма, 13-шӗ ҫӗр участокӗ туянма, 249-шӗ кредит е ипотека парӑмне чакарма янӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *