Четверг, 19 сентября

Ҫӗнӗ ҫуртсем, хуралтӑсем ҫӗклемелле пултӑр

Ҫӗнӗ ҫуртсем, хуралтӑсем ҫӗклемелле пултӑр

Строитель сӑмаха вырӑсларан чӑвашла куҫарсан хайлакан, хывакан,  тӑвакан  тесе калама пулать. Каламалла  та, кашни кунах хуҫалӑхра ял ҫыннин пӗр пӑта та пулин ҫапма тивет. Ку енӗпе ҫеҫ мар, округра пыракан пысӑкрах строительство объекчӗсенчи ӗҫсем пирки те чарӑнса тӑмалла.

Пирӗн регионта вырӑнти инфраструктурӑна аталантарас енӗпе пуҫаруллӑ проектсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Комсомольски округӗнче кӑҫал 22,238 миллион тенкӗлӗх 28 проекта ӗҫе кӗртмелле пулнӑ. 2024 ҫулхи  ҫур ҫулта 8,864 миллион тенкӗлӗх 22 проектпа  ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

«Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» патшалӑх программипе Комсомольски центрӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе 6,59 миллион тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Унта халӗ те ӗҫсем пыраҫҫӗ-ха.

Халӑха пахалӑхлӑ та таса шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе округра 3 проект 9,793 миллион тенкӗлӗх пурнӑҫланать. Киров поселокӗнче, Урмаел, Тукай Мишер ялӗсенче шыв уҫламалли башньӑсем вырнаҫтармалла. Ку енӗпе ӗҫсем пуҫланнӑ, малалла пыраҫҫӗ.

Округра ҫулсем тикӗс пулччӑр тесе те тӑрӑшатпӑр. Кӑҫал ҫакна валли 14,99 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Хальлӗхе 6,88 миллион тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Чӑваш Республикинчи «Развитие потенциала природно-сырьевых ресурсов и обеспечение экологической безопасности» патшалӑх программипе Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче 1,489 миллион тенкӗлӗх проект ӗҫӗсем палӑртнӑ.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те, уйрӑм хуҫалӑхсенче те — нумай-и, сахал-и — ҫӗнӗ производство объекчӗсем ҫӗклеҫҫӗ, мӗн пуррине юсаҫҫӗ.

Уйрӑм ҫынсем хушшинче те ҫӗнӗ пӳрт-ҫурт, хуралтӑсем ҫӗклекенсем сахал мар. Ялта ӗҫлесе пурӑнакансене, ҫамрӑк ҫемьесене тата ытти ҫӑмӑллӑха тивӗҫекен категорисене кӗрекенсене патшалӑх яланах пулӑшма хатӗр.

Строитель ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Шӑрӑх кунсенче те, сивӗре те вӗсен палӑртнӑ объекта хута ярас енӗпе тӑрӑшма тивет. Малашне те ҫӗнӗ ҫурт-йӗр, хуралтӑсем ҫӗклемелле пултӑр, вӑй-хал тапса тӑтӑр.

Александр Краснов,

муниципаллӑ округӑн капиталлӑ строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *