Понедельник, 16 сентября

Тырпул пӳлмене кӗрет

Тырпул пӳлмене кӗрет

Хирсенче сарӑ тӗс ҫапнӑ уйсем йышлӑрах курӑнма пуҫларӗҫ. Пулса ҫитнӗ тӗштырра ял хуҫалӑх предприятийӗсем вӑхӑтра пуҫтарса кӗртес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Округри пур хуҫалӑх та вырмана  тухнӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене  вӑхӑтра пуҫтарса кӗртес енӗпе вӑй  хураҫҫӗ.

Августӑн 8-мӗшӗ тӗлне округра 5256 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пухса кӗртнӗ. Йӗтемсем  ҫине 15600 тонна тырӑ  кӗнӗ, вӑтам  тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 30,0 центнерпа танлашать.

3860 гектар нумай ҫул ӳсекен, 1436 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Округра 8650 тонна утӑ, 25338 тонна сенаж хатӗрленӗ. Кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлес енӗпе те ӗҫсем пыраҫҫӗ. Тракторсем 2802 гектар ҫӗр сухаланӑ, кӗрхи культурӑсем акма кӑпкалатнӑ вырӑн тунӑ.

Ҫӗр ӗҫченӗ кашни уяр кунпа  туллин усӑ курма тӑрӑшать.

Минзаит Зайнуллин,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *