Четверг, 19 сентября

Тасалӑхпа тирпейлӗх хамӑршӑнах лайӑх

Тасалӑхпа тирпейлӗх хамӑршӑнах лайӑх

Кӑҫал Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Ку ахальтен мар. Пирӗн регион, ҫавӑн пекех Комсомольски округӗ те экологи енчен ӑнӑҫлӑ вырӑнсем шутланаҫҫӗ. Ҫапах та кунта та проблемӑсем пур.

Пӗлтӗр Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем нумай вилчӗҫ. Ку енӗпе тӗрлӗ ведомствӑсем те тӗрӗслевсем ирттерчӗҫ, уҫҫи-хуппине тупса пӗтереймерӗҫ. Тӗп сӑлтавӗ — шыва пулӑсене сиен кӳрекен хутӑшсем лекни. Кунта Комсомольскинчи тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен айӑпӗ те пур пулӗ. Килти хуҫалӑхра та наркӑмӑшлӑ чылай япалапа усӑ куратпӑр. Вӗсем упраннӑ савӑт-сапана, ытти хатӗрсене пурне те контейнерсене пӑрахса пӗтерейместпӗр. Йӑлари тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсемпе пӗрле ҫырма хӗрне кайса пӑрахасси те пулать. Вӗсенчи юлнӑ хутӑшсем ҫумӑр шывӗсемпе пӗрле юханшывсене лекеҫҫӗ.

Вӑрман пирӗн пуянлӑх тетпӗр. Хальхи вӑхӑтра унта ытларах ҫынсем кӑмпа-ҫырла пуҫтарма  ҫӳреҫҫӗ.  Анчах та ӑна та йӑлара усӑ куракан ҫӳп-ҫаппа варалатпӑр. Пушӑ кӗленчесене, химилле препаратсен савӑт-сапине тата ҫӗрмен ытти япаласене унта илсе килсе пӑрахатпӑр. Кайран экологи  енчен таса продукци  ҫиесшӗн.

Хирсенче мӗн кӑна хӑвармастпӑр тата. ,ҫетпӗр-ҫиетпӗр те мӗн юлнине ҫавӑнтах пӑрахса хӑваратпӑр. Пурӑна-киле ҫӗрулми е урӑх тымарҫимӗҫ вырӑнне пластик  бутылка та кӑларса илме пуҫлӑпӑр.

Контейнерсен таврашӗнчи йывӑҫ тураттисем,  юрӑхсӑра тухнӑ е кирлӗ мар сӗтел-пукан пирки нумай ҫыртӑмӑр ӗнтӗ.  Халӑхӑн вӗсене ӑҫта хумалла? Унччен кашни  ял  ҫывӑхӗнчех свалкӑсем пурччӗ. Округри депутатсен   ЧР Патшалӑх  Канашӗн депутачӗсемпе ку ыйтӑва сӳтсе явса кирлӗ йышӑну тумаллах. Хамӑр тирпейлӗх-тасалӑх, экологи пирки калаҫатпӑр.  Апла пулсан йӑлара усӑ куракан  кирлӗ мар пысӑк япаласене ҫывӑхра вырнаҫтарас пирки те шутламалла.

«Шӑнкӑртатса шыв юхать    ҫӳллӗ валак пуҫӗнче, кӗмӗл пекех ялтӑрать шывӗ хӗвел ҫутинче». Ку К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэминчен илнӗ йӗркесем. Унта ҫӑлкуҫ шывӗ пирки сӑмах пырать. Кӑҫалхи экологи  тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ  усӑ курассин ҫулталӑкӗнче чӗрӗ тата сиплӗ шыв паракан ҫӑлкуҫсене шута илесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑхра ҫак енӗпе маларах та ӗҫлеме пуҫланӑ. Александровкӑри, Асанкассинчи, Киров поселокӗнчи, Комсомольскинчи, Аслӑ Чурачӑкри ҫӑлкуҫсене тӗпрен юсаса халӑха усӑ курма майсем туса панӑ. Хӑшӗ-пӗрне халӑх укҫи-тенки ҫумне пуҫаруллӑ бюджетран патшалӑх пулӑшӑвӗ  килнӗ. Аслӑ Чурачӑксем вара ял халӑхӗ тӑрӑшнипех  тахҫантанпах усӑ курман ҫӑлкуҫа чӗртсе тӑратса илемлӗ сӑн кӗртнӗ. Округра ун пек тӗслӗхсем чылай. Вӗсем пирки малашне каласа парӑпӑр-ха.

Округри вӗрентӳ, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем экологи темипе тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем  йӗркелеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка тухса ирттернӗ экскурсисем, кӗнеке выставкисем, вулавсемпе вӑйӑсем ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван тавралӑха, ун пуянлӑхне хаклама, малашне ӑна упрама вӗрентессе шанма май параҫҫӗ.

Кӑҫал волонтерсем юханшывсем, ҫырма-ҫатра, вӑрмансене кӗрекен ҫулсем хӗррисенче, парксенче ҫӳп-ҫапран  тасатас енӗпе нумай ӗҫ турӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе ырламалла. Хамӑр пурӑнакан, ҫӳрекен тавралӑх тирпейлӗ те таса пулни хамӑршӑнах лайӑх.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *