Понедельник, 16 сентября

Онлайн-марафон иртет

Онлайн-марафон иртет

Июлӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 13-мӗшӗччен «Цифра экономики» наци проекчӗ пулӑшнипе VK социаллӑ сетьре «Выходи за меня» онлайн-марафон иртет. Ӑна «Национальные приоритеты» АНО йӗркелет. Унӑн генеральнӑй директорӗ София Малявина пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ заявлени парса пӗрлешнӗ тата кӑҫалхи декабрӗн 20-мӗшӗччен пӗрлешме палӑртнӑ мӑшӑрсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнас тесен «ВКонтакте» сетьри харпӑр страницӑна хӑвӑрӑн юрату историне вырнаҫтармалла, публикаци ҫине тематикӑлла хештегсем лартмалла.

Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫулҫӳреве кайӗҫ, ҫав шутра тинӗс хӗрне, тусем ҫине кайма, историлле вырӑнсенче ҫул ҫӳреме, кӑмӑллӑн канма пултарӗҫ. Тӗп призсӑр пуҫне марафона хутшӑнакансем кашни эрнере е уйӑхсерен паракан призсене выляса илме пултараҫҫӗ.

Тӗплӗнрех выходизаменя.рф. сайтра пӗлме пулать.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *