Понедельник, 16 сентября

Налук ҫӑмӑллӑхӗ пур

Налук ҫӑмӑллӑхӗ пур

Ҫемьере нумай ача пулсан, паллах, вӗсене ӳстерме чылай укҫа-тенкӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫӗршывра, ҫавӑн пекех республикӑра та, нумай ачаллӑ ҫемьесене тӗрлӗ енлӗн пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Пулӑшӑвӑн пӗр тӗсӗ — автомобильшӗн налук тӳлессинчен хӑтарни.

2021 ҫулта республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫак ҫӑмӑллӑха вӑя кӗртнӗ. Енчен те 18 ҫул тултарман виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьере 150 лаша вӑйӗнчен сахалрах хӑватлӑ автомобиль пур пулсан, уншӑн налук тӳлеттермеҫҫӗ. Маларах вара ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑхпа пилӗк е ытларах ача ҫитӗнтерекенсем ҫеҫ усӑ курма пултарнӑ.

Цифрӑсене тишкерес пулсан, ҫак пулӑшу мерипе усӑ куракансен шучӗ ӳссе пыни курӑнать. Пӗлтӗр республикипе 10530 ҫемье ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курнӑ, 2022 ҫулта вара — 9600 ҫемье. Ку пулӑшупа усӑ курса пӗлтӗр нумай ачаллӑ ҫемьесем, пӗтӗмӗшле илсен, 23,5 миллион тенкӗ перекетленӗ. Кашни уйрӑм ҫемьене илес пулсан та транспорт налукӗнчен хӑтарни — курӑмлӑ пулӑшу.       

«Ҫемье ҫулталӑкӗнче Раҫҫей Президенчӗн «Нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу кӳмелли мерӑсем ҫинчен» Указа тата Чӑваш Республикин Саккунне вӑя кӗртсе ку енӗпе малалла ӗҫлетпӗр. Хальхи вӑхӑтра ЧР Финанс министерстви ҫӗнӗ саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ҫемьери аслӑ ача куҫӑн майпа вӗренет пулсан, ҫӑмӑллӑхлӑ транспорт налукне вӑл 23 ҫула ҫитиччен тӑсма планлаҫҫӗ», — палӑртнӑ финанс министрӗ Михаил Ноздряков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *