Понедельник, 16 сентября

Мала тухнӑ

Мала тухнӑ

Ҫак кунсенче пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен ҫемье хаклӑхӗсемпе йӑлисем» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен, ҫав шутра Чӑваш Енрен те, пултаруллӑ ҫемьесем хутшӑннӑ.

Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйипе паллаштарнӑ,  ырӑ йӑласем, юратнӑ апат-ҫимӗҫ, вӑйӑсем ҫинчен каласа панӑ, ҫемьери сӑн ӳкерчӗксен альбомӗсемпе паллаштарнӑ. Жюри членӗсене чи пултаруллисене палӑртма ҫӑмӑл пулман.

Ҫак ҫӳллӗ шайри конкурсра пирӗн республикӑри ҫемье мала тухнӑ — Ҫӗмӗрле округӗнчи Ялфимовсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӗсем «Пирӗн халӑх кухни» йӑлана кӑтартса панӑ. Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Петровсем куракансене чи килӗшнӗ ҫемье пулса ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *