Понедельник, 16 сентября

Кӑнтӑр ҫимӗҫӗсем ҫитӗнтереҫҫӗ

Кӑнтӑр ҫимӗҫӗсем ҫитӗнтереҫҫӗ

Ял ҫынни хӑйне уйӑрса панӑ хушма хуҫалӑх ҫӗрӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшать. Унчченхи ҫулсенче анкартинче йӑлтах ҫӗрулми лартатчӗҫ. Халӗ вара ытларахӑшӗ «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тата пахчаҫимӗҫ валли пӑртак вырӑн хӑвараҫҫӗ те, нумай ҫул ӳсекен курӑксем акса хураҫҫӗ. Пахчипех ыхра, сухан лартса туса илекенсем те пур.  Юлашки ҫулсенче тӗштырӑ та акаҫҫӗ.

Кӗҫӗн Каҫалти Пурлушкинсем кӑҫал хӑйсене тивӗҫнӗ 0,24 гектар  хушма хуҫалӑх ҫӗрӗ ҫинче пирӗн тӑрӑхра унччен питех акса-лартса туман ҫимӗҫсене — арбузпа дыня ҫитӗнтернӗ. Вӗсене малтан акса калча тунӑ, кайран кавӑн калчипе сыпӑнтарнӑ.  Ку меслете Леонтий Николаевич интернетра вуласа пӗлнӗ. Кавӑнӑн ҫулҫисем сарлака пулни нӳрӗке сыхласа хӑварма пулӑшать.

Ҫак кунсенче муниципаллӑ округӑн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн экономика тата инвестициллӗ ӗҫ-хӗл секторӗн заведующийӗпе О.П.Козинапа Пурлушкинсен хушма хуҫалӑх ҫӗрӗнче пулса куртӑмӑр. Кӑнтӑр ҫимӗҫӗсем ӑнса пулнине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр. Пӗлсе ӗҫлесен пирӗн тӑрӑхра виноград та, арбуз та, дыня та,   ӑшӑ регионсенче ҫеҫ  ӳсекен ытти ҫимӗҫсене те туса илме пулать иккен.

Пурлушкинсем хурт-хӑмӑр та тытаҫҫӗ, утар пур вӗсен. Николай Андреевич ку енӗпе чӑннипех те интересленсе ӗҫлет. Хӑй туса илнӗ продукцине округра иртекен тӗрлӗ выставкӑсенче кӑтартать.

Хушма хуҫалӑх ҫӗрӗсемпе пӗлсе те тухӑҫлӑ усӑ курни тупӑш илме май паратех. Пурлушкинсем те туса илнӗ продукципе  пулнӑ тӑкаксене саплаштарасса, пӑртак та пулин тупӑш пуласса шанаҫҫӗ.

О.П.Козина пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн округри вӑй питти арҫынсен ытларах пайӗ тӗрлӗ регионсене ӗҫлеме ҫӳрет. Статистикӑпа килӗшӳллӗн, районти чылай организаципе  ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен алӑсем ҫитмеҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗнче укҫа-тенкӗ, тупӑш илме май пур-ши? Пирӗн тӑрӑхра хушма хуҫалӑхсенче е килте тӗрлӗ енлӗ ӗҫлесе укҫа тӑвакансем те пур.

Выльӑх-чӗрлӗх, ал-ӗҫ ӑстисем, пахчаҫимӗҫ ӳстерекенсем, пыл хурчӗ усракансем те                           чылай.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *