Четверг, 19 сентября

Вӑрҫӑ ачи, ӗҫ ветеранӗ

Вӑрҫӑ ачи, ӗҫ ветеранӗ

Хирти Шӑхасан ялӗнче пурӑнакан Анатолий Лисин нумаях пулмасть чаплӑ юбилейне уявларӗ — 90 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.

Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов, юбилярӑн ачисем, мӑнукӗсем, мӑнмӑнукӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем ӑна ҫак паллӑ кунпа ӑшшӑн саламларӗҫ. Хӑнасем Анатолий Трофимовича Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн ячӗпе саламлӑ ҫыру пачӗҫ, «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунса парнесем парса савӑнтарчӗҫ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» фольклор ансамблӗн артисчӗсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Анатолий 8 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Ҫулне пӑхмасӑр унӑн ҫитӗннисемпе пӗрле ӗҫлеме тивнӗ: суха та тунӑ, акнӑ, хиртен кӗлтесем турттарнӑ. Ашшӗ вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗсенчех фронта кайнӑ, 1942 ҫулхи февральте киле хӑрушӑ хыпар ҫитнӗ — вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ. Анатолие 7 класс ҫеҫ вӗренме тӳр килнӗ. 14 ҫулта чухне вӑл колхозра ӗҫлеме пикеннӗ. Унӑн ҫемйи выҫлӑх мӗнне туллин туйнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи тата хыҫҫӑнхи ҫулсен нушине чӑтса ирттернӗ.

1953 ҫулта каччӑ Аслӑ Ҫӗрпӳел хӗрне Александра Федорована качча илнӗ. Вӗсем 11 ача — 5 ывӑлпа 6 хӗр — ҫуратса   ӳстернӗ. Паянхи кун юбилярӑн 24 мӑнукпа 22 мӑнмӑнук. Ветеран вӗсен ӑшшипе киленсе пурӑнать, ҫулӗсене шутламасӑр пурнӑҫ ҫине ҫирӗп чун хавалӗпе пӑхать.

Анатолий Трофимович мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех «Красный Октябрь» колхозра водительте тӑрӑшнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 40 ҫул ытла. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ, унӑн «За трудовую доблесть» тата «За доблестный труд» медальсем, «IX тата Х пиллӗкҫуллӑх ударникӗ» паллӑсем тата ытти наградӑсем те пур.

Халӗ юбиляр пӗчченех пысӑк та хӑтлӑ ҫуртра пурӑнать, хуҫалӑх тытать, чӑх-чӗп усрать, вӗлле хурчӗ ӗрчетсе тутлӑ пыл туса илет. Ҫемье ӑшши, тӑванӗсен, ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗ ӑна вӑй параҫҫӗ, пурӑнма хавхалантараҫҫӗ. Ачалӑхӗ питӗ йывӑр килнӗ, выҫлӑх ҫулӗсене чӑтса ирттернӗ, йывӑр ӗҫре авӑннӑ пулсан та Анатолий Трофимович ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлӗпе палӑрса тӑрать. Вӑл ӑна хисеплесе хӑнана пынисене пурне те чӑн-чӑн уяв туса панӑшӑн чӗререн тав турӗ, ырлӑх-сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

А.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *