Четверг, 19 сентября

Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ

Июлӗн 25—28-мӗшӗсенче ҫарпа истори клубӗсен тата шырав отрячӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна ентешсен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ. Фестивале Раҫҫейӗн 20 ытла регионӗнчен пуҫтарӑннӑ 300 ытла патриотизм клубӗ тата шырав отрячӗ хутшӑннӑ.

Кӑҫалхи фестивале Куславкка тӑрӑхӗнчи «Строителям безмолвных рубежей» мемориал ҫывӑхӗнче ирттернӗ. Унта Хусан хӳтӗлев линийӗн пайӗсем паян кунччен те сыхланса юлнӑ. Фестивалӗн тӗп мероприятийӗ Хӗрлӗ Ҫарӑн Белоруссинчи «Багратион» стратегилле тапӑну операцийӗн реконструкцийӗ пулнӑ. Ӑна Чӑваш Енри, Мордва, Мари Республикисенчи, Киров облаҫӗнчи шкул ачисемпе студентсен шырав отрячӗсем, «Авангард» тата «ВОИН» центрсем, «Драконы морей» ҫарпа истори клубӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.  

Мероприятие Ҫӗнӗ Мӑрат тата Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗсенчи шырав отрячӗсен активисчӗсем те хутшӑннӑ. 4 куна пынӑ фестиваль нумай интереслӗ самантпа асра юлнӑ. Ачасем «Строителям безмолвных рубежей» мемориалпа тата музейпе паллашнӑ, ҫамрӑк салтакӑн курсне тухнӑ, тӗрлӗ квестсенче пултарулӑхне тӗрӗсленӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар лагерӗнче мӗнле пурӑннине хӑйсен куҫӗсемпе курнӑ, ҫарпа тактика маневрӗсене хутшӑннӑ, ретро-машинӑсемпе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем шыравҫӑсем тупнӑ экспонатсене мӗнле реставрацилемелли, шырав вӑхӑтӗнче документсемпе мӗнле ӗҫлемелли, ҫапӑҫура пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памалли ҫинчен пӗлнӗ, лазертаг вӑййи вылянӑ, «Свеча памяти» акцие тата ытти интереслӗ мероприятие хутшӑннӑ. 

«Багратион» ҫар операцине реконструкцилени чуна витерчӗ. Эпӗ салтаксем мӗнле йывӑрлӑхсене чӑтнине туйрӑм, вӗсен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫлантӑм, тӳпере У-2 самолет вӗҫнине курса тӗлӗнтӗм, снарядсем ҫурӑлни шиклӗх туйӑмӗ ҫуратрӗ, аманнӑ тата вилнӗ салтаксемшӗн хӑрарӑм та. Ҫак туйӑмсем халӗ те пуҫран тухмаҫҫӗ. Ҫар историне тата техникине хамӑр куҫсемпе курма май туса панӑшӑн мероприятие йӗркелекенсене пысӑк тав», — паллаштарнӑ шухӑшӗсемпе фестивале хутшӑннӑ Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Лиза Наумова.

Палӑртма кӑмӑллӑ% Ҫӗнӗ Мӑратри «Наследие» шырав отрячӗн активисчӗсем фестиваль вӑхӑтӗнче иртнӗ «Что; Где; Когда;» интеллектуаллӑ вӑйӑра хӑйсен пӗлӗвӗсене кӑтартса парса республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Ачасем фестивальте питӗ нумай ҫӗнни пӗлнӗ, шырав енӗпе пӗлӗвӗсене тарӑнлатнӑ, тулли кӑмӑлпа мероприятирен таврӑннӑ.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *