Понедельник, 16 сентября

Эпир пулӑшма яланах хатӗр

Пирӗн тӑрӑхран Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем сахал мар. Хырай Ӗнелте пурӑнакансем вӗсене мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗнтен аякра пулсан та вӗсем ентешӗсен пулӑшӑвне туйсах тӑраҫҫӗ. Эпир вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытсах тӑратпӑр, пулӑшу кирлӗ пулсан ҫийӗнчех ярса пама тӑрӑшатпӑр. Кашни кунах ялти культура ҫуртӗнче маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫ пырать. Хӗллехи кунсенче ҫак ӗҫе ялти чылай ҫын хутшӑнчӗ. Камӑн пушӑ вӑхӑт пур, сетка ҫыхма килетчӗҫ. Ҫу кунӗсенче те ку ӗҫ чарӑнса ларман. Халӗ ытларах тивӗҫлӗ канӑва кайнисем пуҫтарӑнаҫҫӗ, кӑмӑлтан калаҫса ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Пирӗн ял ҫыннисем 60 сетка ҫыхма пултарчӗҫ. Ҫак маскировка хатӗрӗ пирӗн салтаксене питӗ кирлӗ пулнине ял халӑхӗ ӑнланать.

Гуманитари пулӑшӑвӗ те чылай ӑсатнӑ. Ку ӗҫе хамӑр ялта пурӑнакансем ҫеҫ мар, ытти хуласенче пурӑнакан ентешсем те хастар хутшӑннине палӑртмалла. Ял чатӗнче ҫырнине вулаҫҫӗ те укҫа-тенкӗ куҫарса параҫҫӗ. Пӗрле тӑрӑшса инструментсем, ытти хатӗр-хӗтӗр ярса патӑмӑр. Гуманитари пулӑшӑвне турттарса кайма автомашина пур ҫынсем хапӑлласах килӗшнине те палӑртса хӑварас килет. Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗпе ҫыхӑннӑ пур акцисене те хутшӑнатпӑр. Вӗсене кӑҫал район 85 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Тивӗҫлӗ канурисене, ял ҫыннисене Н.Я.Зайцева хӑйӗн тӗслӗхӗпе ырӑ ӗҫе хутшӑнма хавхалантарса пынине асӑнса хӑварас килет.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем пирӗн пулӑшӑва туйса тав сӑмахӗсем калани савӑнтарать. Вӗсем часрах ҫӗнтерӳ туса  тӑван тӑрӑха чӗрӗ-сывӑ таврӑнччӗр. Эпир вӗсене пулӑшма яланах хатӗр.

Альбина Александрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *