Четверг, 19 сентября

Уй-хир курса ҫӳренӗ, паха опытпа паллашнӑ

Уй-хир курса ҫӳренӗ, паха опытпа паллашнӑ

Пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирма «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илес енӗпе республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫей  шайӗнче те ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Кашни ҫулах вӑл июль уйӑхӗнче  «Уй-хир кунне» ирттерет. Унта хамӑр тӑрӑхри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫеҫ мар, кӳршӗ республикӑсемпе облаҫсенчен килнӗ хӑнасем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та июлӗн 26-мӗшӗнче йӗркеленӗ мероприятие чылай регионтан килнӗ.

 «Уй-хир кунне» «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин уҫнӑ, муниципаллӑ округ пуҫлӑхне Н.Н.Раськина сӑмах панӑ. Вӑл агрофирма ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫланине, ҫулсеренех аталанса пынине палӑртнӑ. Килнисене ҫакна хӑйсен куҫӗсемпе курма, паха опытпа хӑйсем патӗнче усӑ курма сӗннӗ.

Ешӗл те тӳрӗ, ҫӳллӗ йӑрансем ҫине пӑхсан чун савӑнать. Вуншар тӗрлӗ сортлӑ «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫитӗнтереҫҫӗ кунта. Вӗсен ячӗсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Кӑҫалхи хӑйнеевӗр ҫулта  та ҫӗрулми тунисем парка, лайӑх тухӑҫ пама шантараҫҫӗ. Ҫакӑ агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланинчен нумай килет.

Агрофирма Йӑлмахвари лабораторинче пробиркӑра аталантарса, теплицӑра ӳстерсе ҫӗрулми сорчӗсене ҫӗнетсе пырать. Супер-супер элита сортсем хатӗрлет. Вӗсене халӑх та, предприятисем те хапӑлласа туянаҫҫӗ.

«Уй-хир кунне» килнисем хирсем тӑрӑх ҫӳресе агрофирма туса илекен ҫӗрулмин вӑл е ку сорчӗ мӗнле ҫитӗннине хӑйсен куҫӗсемпе курса паллашнӑ. Специалистсем вӗсене ҫумкурӑкпа, чир-чӗрпе, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешес тӗллевпе мӗнле ӗҫсем туса пынипе тӗплӗн каласа пынӑ.

«Слава картофелю» агрофирма 5200 гектар ытла ҫӗрпе усӑ курать. Вӗсенчен 650 гектарӗ ҫинче «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем  тырӑ та ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӑл лаптӑк 2100 гектар йышӑнать. 1000 гектар ҫине горчица акса хӑварнӑ. 60 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемсӗр пуҫне 20 гектар хӗрлӗ кӑшман, ҫавӑн чухлех кишӗр лаптӑкӗсем пур. Таса пусӑ та хӑварнӑ. Ҫакӑ агрофирма пусӑ ҫаврӑнӑшӗпе пӗлсе  усӑ курнине ҫирӗплетет. Ҫӗре кантараҫҫӗ, хирсенче культурӑсене улӑштарса пыраҫҫӗ. Агротехника ӗҫне пӗлсе йӗркелесе пыни вӗсене ҫулсеренех пысӑк тухӑҫ илме май парать те.

Ҫӗрулмие тата ытти уй-хир культурисене упрама хранилищӗсемпе складсем те чылай тунӑ, унта тирпейлемелли оборудованисем вырнаҫтарнӑ. Мероприятине хутшӑнакансем вӗсене те ҫитсе курнӑ.

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» пирӗн республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Хамӑр патрах унӑн пахалӑхлӑ вӑрлӑхне туса илме тӑрӑшмалли пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те палӑртнӑччӗ. «Слава картофелю» агрофирма ку енӗпе ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртмалла. Вӑл хӑйӗн опычӗпе ыттисене те паллаштарнине ырламалла.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *