Понедельник, 16 сентября

Пултаруллӑ, вӑр-вар, пур ӗҫре те хастар

Пултаруллӑ, вӑр-вар, пур ӗҫре те хастар

Пӑрчӑкан пек вӑр-варскер, пыл хурчӗ пек ӗҫченскер, лара-тӑра пӗлменскер — Хирти Мӑнтӑр ялӗнче пурӑнакан Галина Петровна Валетовӑна ялта шӑпах ҫак пахалӑхсемшӗн хисеплеҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫса    ӳснӗскер, пӗр самант та алӑ усса лараймасть вӑл — яланах тем ӗҫлет, таҫта васкать.

Галина Петровна Асанкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫитӗнсен Хирти Мӑнтӑр каччипе, Николай Кириллович Валетовпа пӗр ҫемье чӑмӑртанӑ. Мӑшӑр виҫӗ ывӑла кун ҫути парнеленӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ, мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратма, ҫамрӑкпа ҫамрӑкла ватӑпа ватӑлла пулма вӗрентнӗ. Шел пулин те, Галинӑна мӑшӑрӗпе алла-аллӑн, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса мӗн ватӑлса виличчен пӗрле пурӑнма Турри пӳрмен. Ҫемье пуҫӗ ир ҫӗре кӗрсе ӑна тӑлӑха хӑварнӑ. Пурнӑҫри хура-шурне чӑтма, йывӑрлӑхсене парӑнтарма Галина Петровнӑна ывӑлӗсем пулӑшнӑ.

Халӑхра хӗр ҫуралсан — кӗмӗл, ывӑл ҫуралсан — ылтӑн теҫҫӗ. Галина Валетовӑшӑн ывӑлӗсем чӑннипех те ылтӑн. Вӗсем пурнӑҫ парнеленӗ юратнӑ амӑшне килсе пӑхсах тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ ӗҫсене вӑр-вар, сиссе юличчен туса та хураҫҫӗ, «Анне, мӗнпе пулӑшар? Мӗн илсе килсе парар?» тесе ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Асли Валерий ветеринара вӗренсе тухнӑ, ҫемйипе Канаш хулинче пурӑнать, хальхи вӑхӑтра строительство енӗпе вӑй хурать. Иккӗмӗшӗ, Алексей, полицинче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, Шупашкарта пурӑнать. Кӗҫӗнни Владимир та ҫемйипе тӗп хуламӑртах тӗпленнӗ, электрикре нумай ҫул тӑрӑшать. 6 мӑнук парнеленӗ вӗсем юратнӑ амӑшне. Ачасем час-часах килсе ҫӳрени, пур ӗҫре те пулӑшса тӑни, мӑнуксем чӗвӗл-чӗвӗл сассисемпе пуплесе асламӑшне ӑшшӑн ыталани — ҫакӑ мар-и вӑл телей?

Галина Петровна нумай ҫул «Знамя» колхозра ферма заведующийӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. ,ҫре яланах выльӑх-чӗрлӗхпе ӗҫленӗскер, килте те нумай выльӑх усранӑ. Паянхи кун та ҫулӗсене пӑхмасӑр вӑл пысӑк хуҫалӑх тытать. Ҫӑвӗпе чӑх-чӗп, хур-кӑвакал ҫитӗнтерет, вӗлле хурчӗ усраса усӑллӑ та тутлӑ пыл туса илет. Пахча ӗҫӗнче те вӑл ӳстерме пӗлменни ҫук. Кашни ҫулах тем тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерет, севок-сухан сутмалӑх та тӑвать, тӗрлӗ вӑрлӑха хӑех хатӗрлет.

Августӑн 4-мӗшӗнче Галина Петровна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене юбилей кӗрекине пухать — 7 теҫетке ҫула хыҫа хӑварнине уявлать. Ӑна ҫак ҫулта тесе те калаймӑн% вӑр-вар та тӑрӑшуллӑскер тепӗр ҫамрӑкран та ирттерет. Хисеплӗ юбиляра малашне те пурнӑҫ ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, хастарлӑхпа хавхалану сунатпӑр.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *