Понедельник, 16 сентября

Мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра пухса илесшӗн

Мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра пухса илесшӗн

Кӑҫал пирӗн округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен пурӗ 12696 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса кӗртмелле. Вырма июлӗн 15-мӗшӗнчех пуҫланнӑ. Чи малтан ӗҫҫине «Родина» ООО тытӑнчӗ. Ун хыҫҫӑн ытти хуҫалӑхсен комбайнӗсем те хире тухрӗҫ. Анчах та юлашки вӑхӑтри ҫумӑрсем выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсене те, вырмана та чӑрмав кӳчӗҫ. Ҫапах та ҫӗр ӗҫченӗсем кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

 Августӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 1499 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене ҫапса тӗшӗленӗ. Йӗтемсем ҫине 3959 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ  кашни гектар пуҫне 26,4 центнерпа танлашать.

 Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем  6602 тонна утӑ, 15498 тонна сенаж хатӗрленӗ. Ку ӗҫ малалла пырать.  Выльӑхсене апатсӑр тулӑх хӗл каҫараймастӑн.

Кӗр тыррисем акмалли вӑхӑт та  ҫывхарать. Округри хуҫалӑхсем 2802 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.

Ҫанталӑк чӑрмавсем кӑларса тӑратсан  та ҫӗр ӗҫченӗ мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра пухса кӗртес тесе тӑрӑшать.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *