Суббота, 7 сентября

Ҫӗнетнӗ автоҫул хута кайӗ

Ҫӗнетнӗ автоҫул хута кайӗ

Ҫӗнӗ те яка ҫулпа машинӑпа пынӑ чухне савӑнса ҫеҫ пыратӑн. Анчах, шел пулин те, кун пек ҫулсем пур ҫӗрте те мар, хӑш-пӗр чухне лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫулсемпе те ҫӳреме тивет. Ку енӗпе лару-тӑрӑва йӗркене кӗртес тесе «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра Тукай тата Вутлан ялӗсем патне илсе пыракан ҫула юсас ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ӑна шӑпах «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркене кӗртеҫҫӗ. Юсамалли объект 6,4 километра тӑсӑлать.

Ку участокри юсав ӗҫӗсене пӗлтӗрех пуҫланӑ.  «ДорТех» ООО подряд организацийӗн специалисчӗсем ванса пӗтнӗ ҫул сийне хӑпӑтса асфальтӑн ҫӗнӗ сийне хунӑ, шыв юхмалли 4 пӑрӑха юсанӑ. Йӗпенсе тӑракан тӑпраллӑ вырӑнсене тӗпрен юсанӑ, 70 сантиметр хулӑнӑш хӑйӑр сийӗ хурса ҫирӗплетнӗ.

Хальхи вӑхӑтра асфальтӑн ҫиелти сийне хурас ӗҫсем пыраҫҫӗ, ҫавӑн пекех шыв юхмалли вырӑнсене йӗркелеҫҫӗ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетеҫҫӗ. Вутлан ялӗ ҫывӑхӗнче 450 метра тӑсӑлакан тротуар тӑваҫҫӗ. Вара ҫӗнӗрен разметка тӑвасси тата ҫул-йӗр паллисем вырнаҫтарасси ҫеҫ юлать.

Подряд организацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсене август уйӑхӗнче вӗҫлемелле. 

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *