Суббота, 7 сентября

Тӗрлӗ ҫырла тутаннӑ, варени пӗҫернӗ…

Тӗрлӗ ҫырла тутаннӑ, варени пӗҫернӗ…

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарта тахҫанах кӗтнӗ уяв — Ҫырла фестивалӗ пулнӑ. Унта 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Регионти 21 фермер хӑйсем ӳстернӗ хӑмла ҫырлине, ҫӗр ҫырлине, хурлӑхана, хура хӑмла ҫырлине, кӑвак ҫырлана, вӗсен калчисене сутма илсе пынӑ. Кашниех хӑйне килӗшекен ҫырлана тутанса пӑхма, туянма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех десертсем, граффитисем, вазонсем тӑвас, чечек ҫыххисем ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, «Ҫырла ӑсти» кулинари баттлӗ те питӗ интереслӗ иртнӗ.

Ҫырла фестивальне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл ҫырла ҫитӗнтерекенсене юлашки ҫулсенче республика правительстви чылай  пулӑшнине, ҫавна май фермерсен шучӗ   ӳссе пынине палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Фермерсен шкулне» пӗтернӗ хастарсене дипломсем панӑ.

Кӑҫалхи уявра «Поддержи СВОих» акци те йӗркеленӗ. Ун вӑхӑтӗнче Украинӑри ҫар операцине хутшӑнакансене валли тӗрлӗ ҫырларан варени пӗҫернӗ.

Фестиваль вӑхӑтӗнче ҫырла ҫитӗнтерес тата сад ӗрчетес енӗпе нумай ҫул ӗҫлекен фермерсем хӑйсен опычӗпе, усӑ куракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ% вӗсем хушшинче урӑх регионсенчен пынисем те пулнӑ.

ЧР Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫырла ҫитӗнтерекенсем паянхи кун 4 тӗрлӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултарни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫав шутра «Агростартап» тата «Перспектива» грантсем тата 2 тӗрлӗ субсиди. Ҫавӑн пекех ҫырлапа ӗҫлес текенсем ҫӑмӑллӑхлӑ инвестици кредичӗсемпе тата ял хуҫалӑх техники туянма кайнӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма субсидипе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Ҫырла фестивалӗ халӑха килӗшнине кура ӑна тепӗр ҫул пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерессине те сӳтсе явнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *