Суббота, 7 сентября

Тӑрӑшнӑ, ҫитӗнӳсем те тунӑ

Эпӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче ҫуралнӑ. Пурнӑҫра хура-шурне нумай курнӑ. Ачалӑх вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене лекрӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ, тӑхӑнмалли те ҫукчӗ. Темӗнле хӗн пулсан та эпир  колхозра ӗҫленӗ, лайӑххине ӗмӗтленнӗ. Ҫамрӑклах мӑн арҫынсем тӑвакан ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

1958 ҫулта салтака кайрӑм. Калинин облаҫӗнче службӑра тӑтӑм. Унти аэродромра самолетсем патӗнче пултӑм. Виҫӗ ҫул ытла ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑнтӑм. Колхозра тӑрӑшма пуҫларӑм. Платникре ӗҫленӗ май чылай объекта хута ятӑмӑр.

Выльӑх-чӗрлӗх  отраслӗ аталанса пынӑ май фермӑна ӗҫе кӗтӗм. Алексей Яковлевпа «Красный Октябрь» колхозӑн Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи сӗт-ҫу ферминче ӗнесене тулӑх тӑрантарас тӗлӗшпе тӑрӑшрӑмӑр. Липа Кочергова, Анна Ефимова, Лиза Тихонова, Нина Викторова, Анастасия Казакова, Александра Семенова дояркӑсемпе сӗт ытларах туса илес енӗпе вӑй хунӑ. Кӑтартусем ӳссех пынӑ. Пирӗн колхоз сӗт туса илессипе районта ҫеҫ мар, республика шайӗнче те палӑрса тӑратчӗ. 1982—1983 ҫулсенче кашни ӗнерен ҫулталӑкра 4000 килограмм сӗт суса илни пысӑк кӑтарту пулнӑ. Мускавран та пирӗн ӗҫе мухтама килсе кайнине ас тӑватӑп.

Вӑл вӑхӑтра фермӑра ӗҫлеме  ҫӑмӑл пулман. Пурне те алӑ вӑйӗпе пурнӑҫланӑ. Апла пулсан та тӑрӑшнӑ, ҫитӗнӳсем те тунӑ.

Петр Кочергов,

вӑрҫӑ ачи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *