Суббота, 7 сентября

Сертификатсем панӑ

Сертификатсем панӑ

Чӑваш Республикин кунне уявланӑ вӑхӑтра Шупашкарта «Я — женщина» конкурс иртни пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унта пирӗн округри  маттур хӗрарӑмсем те хӑйсемпе паллаштарнӑ.

Июлӗн 17-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра конкурса хутшӑнакансене  сертификатсем панӑ. Мероприятире  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Чӑваш Енти хӗрарӑмсен союзӗн председателӗн ҫумӗ, ача прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй  А.Н.Федорова пулнӑ.

Кӑҫалхи «Я — женщина» конкурсра С.В.Любимова, Е.В.Шуряшкина, Н.Н.Крылова, Р.Р.Садыкова, А.Н. Можаева, Л.Б.Шорникова, Е.В. Яндрова, Л.Г.Белкова, В.П.Данилова, Г.Н.Волкова, И.Н.Алексеева, С.А.Порфирьева, Т.П.Миговорова, О.Г.Такмакова, Н.А.Павлова, И.Р.Корнилова, Д.Г. Зиатдинова, Е.В.Волкова, С.В.Дмитриева хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем — тӗрлӗ профессиллӗ хӗрарӑмсем. Пурте хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыраҫҫӗ, ял ҫинче чыс-хисепе тивӗҫнӗ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗсене «Я — женщина» конкурса хутшӑнни ҫинчен сертификатсене А.Федорова панӑ.

Округра пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмсем татах та нумай. Ҫитес ҫул ҫак конкурса  ыттисем те хутшӑнасса шанатпӑр.

Инна Ядрова,

республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *