Суббота, 7 сентября

Паян та руль умӗнче

Паян та руль умӗнче

Чӗчкен ялӗнче пурӑнакан Рашид Гибатдинов мӗн пӗчӗкрен шофер пулма ӗмӗтленнӗ. «Заветы Ильича» колхозра ӗҫленӗ  Р.Тимергалиев, Ш.Шарафутдинов, Р.Айнетдинов тата ытти водительсем руль умӗнче ларса пынине ӑмсанса пӑхнӑ.

1978 ҫулта Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫара кайиччен  ДОСААФӑн  водительсем хатӗрлекен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Саратов облаҫӗнче службӑра пулнӑ. Салтак тивӗҫне пурнӑҫласа таврӑннӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хушши  Комсомольскинчи «Сельхозтехника» предприятире тӑрӑшнӑ.

1980 ҫулсенче «Заветы Ильича» колхоз аталанса пынӑ. Кунти сӗт-ҫу ферминче производство ӳснӗ. Сӗте  тӗрлӗ ҫӗре ӑсатнӑ. Р.Гибатдинов 1984 ҫулта  сӗт турттаракан  автомашинӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех, 33 ҫул, вӑл ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑ. Уяв кунӗ-и, канмалли кун-и — Рашид ҫула тухнӑ. Хӑйне шанса панӑ техникӑна яланах юсавлӑ тытнӑ. ,ҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Ҫакӑншӑн  вӑл чылай наградӑсене тивӗҫнӗ.

Паянхи кун та вӑл руль умӗнче. Хӗрӳ вӑхӑтсенче «Труд» ял хуҫалӑх кооперативне пулӑшать.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *