Суббота, 7 сентября

Паттӑра асӑнса – турнир

Паттӑра асӑнса – турнир

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене асра тытасси — пирӗн тивӗҫ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса округра час-часах спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ҫакӑн пек мероприятисем ҫитӗнекен ӑрусене те ҫирӗп кӑмӑллӑ, хӑюллӑ, ҫӗршыва юрӑхлӑ пулма хистеҫҫӗ.

Июлӗн 20-мӗшӗнче Янкасси ялӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ Анатолий Логинова асӑнса мини-футболпа тата волейболпа турнир ирттернӗ.

Анатолий Логинов 2023 ҫулта хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ, Клещеевка ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ. Пӗлтӗрхи июлӗн 20-мӗшӗнче нацистсен «Азов» ушкӑнӗпе тан мар ҫапӑҫура Анатолий тата унпа пӗр ушкӑнра ҫапӑҫакансем паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ. Анатолий Викторовича вилнӗ хыҫҫӑн Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ.

Мероприятие уҫса Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, Янкасси ял старости Петр Краснов, А.Логиновӑн тӑванӗ Николай Чернов сӑмах каланӑ, Анатолий Викторовича аса илсе пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Мини-футболта вырӑнти футболистсен «Патвар» ушкӑнӗ куҫса ҫӳрекен кубока тата укҫан парнене тивӗҫнӗ. Нӗркеҫ ялӗн команди — иккӗмӗш, Янкассинчи ветерансен команди виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Волейбол вӑййинче «Урожай» колхозӑн команди мала тухнӑ, кубока тивӗҫнӗ. Нӗркеҫ тата Янкасси ял ҫамрӑкӗсен пӗрлештернӗ «Молодежь» команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Янкассинчи ветерансен команди виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: укҫан парне выляса илнӗ ҫӗнтерӳҫӗ тата призер командӑсем пӗтӗм укҫа-тенке ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳрекен фонда пама йышӑннӑ.

Ҫакӑн пек спорт ӑмӑртӑвне тепӗр ҫул та ирттерме планлаҫҫӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *