Суббота, 7 сентября

Кивӗ шкул вырӑнӗ чуна ҫывӑх

Кивӗ шкул вырӑнӗ чуна ҫывӑх

Кашни ялтах кунта пурӑнакансемшӗн чуна ҫывӑх вырӑнсем пур. Вӗсем ачалӑх, шкул ҫулӗсем, ҫамрӑклӑх, пӗрремӗш юрату ҫинчен аса илӳсене упраҫҫӗ. Историпе, культурӑпа тата вырӑнти йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ кивӗ ҫуртсем, шкулсем, парксем, палӑксем шӑпах ҫакӑн пек вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем унччен кунта пурӑннӑ ҫынсем, пулса иртнӗ пулӑмсем ҫинчен аса илтереҫҫӗ, чуна хӑйнеевӗр хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.

Ҫакна асра тытса Павел Зайцев таврапӗлӳҫӗ ял ҫыннисемпе пӗрле Йӑлмахвари пуҫламӑш шкула асӑмлӑ тума шутланӑ. Ҫак шкул 1957-1982 ҫулсенче ӗҫленӗ, шкул ҫуртне 1984 ҫулта пӑснӑ. Ял ҫыннисем пуҫтарӑнса тухса 5 кун хушшинче шкул пулнӑ вырӑна ҫумкурӑкран тасатнӑ, якатнӑ, тирпейленӗ, асӑну чулӗ вырнаҫтарса лартма постамент хатӗрленӗ. Ку ӗҫе ял старости Анатолий Дмитриев, Герман Смирнов, Геннадий Яковлев, Иван Алякин, Владимир Смирнов, Андрей Рыжов тата ыттисем хастаррӑн хутшӑннӑ. Сергей Ефремов хӑйӗн тракторӗпе килсе ҫӗре сухаласа, якатса панӑ.

— Кивӗ шкул вырӑнӗнче ҫумкурӑк ашкӑрса ларни пире, ку шкулта ӑс пухнисене, питӗ кулянтаратчӗ. Ҫавӑнпа та ҫак вырӑна йӗркене кӗртме, унта шкулӑн сӑн ӳкерчӗкне тата вӑл ӗҫленӗ ҫулсене кӑтартакан плита вырнаҫтарса лартма шутларӑмӑр. Малашне ҫакӑнта Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисен, ҫав шутра Чечняри, Афганистанри тата Украинӑри вӑрҫӑсене хутшӑннисен, ячӗпе парк йӗркелес тетпӗр. Ку пысӑк ӗҫе тума пулӑшакан спонсорсене те асӑнса хӑварас килет. Вӗсем% Олег Миронов, Алексей Дмитриев, Юрий Чернов, Андрей Рыжов, Геннадий Яковлев тата ыттисем. Пурте пӗрле тӑрӑшсан хамӑр тавралӑха тирпей-илем кӗртме пулатех, — пӗлтерет Павел Зайцев.

Таврапӗлӳҫӗ ял историне тарӑннӑн тӗпчес, историшӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене палӑртас, ҫамрӑк ӑрӑва хамӑрӑн несӗлсем ӑҫтан тухни, мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗлтерес тесе нумай ӗҫ тӑвать.

— Кашни ялтах ҫакӑн пек паллӑ вырӑнсем пур. Пулас ӑрусем ял историне пӗлччӗр, хӑйсен йӑх-несӗлӗсене асра тытчӑр тесе ҫак вырӑнсене астӑвӑм паллисем лартса хӑварсан аван, — уҫать шухӑшне таврапӗлӳҫӗ.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *