Суббота, 7 сентября

Вырма вӑй илет

Вырма вӑй илет

Тырӑ пуссисем саралчӗҫ, пучахсем тулса йывӑрланчӗҫ. Эппин, ҫитӗннӗ тыр-пула вӑхӑтра пуҫтарса кӗртесси тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫакна шута илсе округри хуҫалӑхсем хӗрӳ ӗҫе пикенчӗҫ: унта та кунта комбайнсем тырӑ уйӗ тӑрӑх карапсем пек шуса иртни курӑнать.

Июлӗн 23-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх, хуҫалӑхсем 745 гектар ҫинчи тулла ҫапнӑ, 2398 тонна тухӑҫ илнӗ. Ку ӗҫ халӗ вӑй илсе кӑна пырать-ха. Хуҫалӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вырмана тухма васкаҫҫӗ.

Выльӑх апачӗ хатӗрлесси те ҫуллахи чи хӗрӳ ӗҫсенчен пӗри. Хальлӗхе хуҫалӑхсем 3833 гектар ҫинчи нумай ҫул ӳсекен, 544 гектар ҫинчи пӗр ҫул ӳсекен курӑксене ҫулнӑ, 6255 тонна утӑ, 15498 тонна сенаж янтӑланӑ. Ҫавӑн пекех кӗрхисене акма 2500 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.     

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *