Понедельник, 16 сентября

Юбилей ячӗпе саламларӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ

Юбилей ячӗпе саламларӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ

Кашни ялтах тӗрлӗ ҫӗрте тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсем сахал мар. Вӗсем хушшинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернисем те, ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче тӑрӑшнисем те пур. Ун пек ҫынсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан Ольга Михайловна Михайлова.

Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Хисеплӗ ҫынна саламлама Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина килчӗ. Вӑл округ пуҫлӑхӗн Н.Раськинӑн парнине, Раҫҫей Президенчӗн  В.Путинӑн саламне  пачӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шанчӑк» художество пултарулӑх ушкӑнӗ ӑна савӑк юрӑ-кӗвӗпе саламларӗ.

Ольга Михайловнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах килмен. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ. Мӗн ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗскер «Гигант» колхозра чылай ҫул тӑрӑшнӑ, тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗнче техничкӑра ӗҫленӗ. Кирек ӑҫта пулсан та вӑл хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартса панӑ. Апла пулсан, сахал-и, нумай-и — О.Михайлова района (округа) аталантарма пулӑшнӑ. Комсомольски районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ медале ахальтен тивӗҫмен ӗнтӗ.

Юбилей ячӗпе вӑл тулӑх сӗтел хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн мана та, Зинаида Антоновӑна та чӗререн тав турӗ. Саламлама чылай ҫын пуҫтарӑнчӗ. Тӑ-ванӗсем те, кӳрши-арши те ӑна малашнехи пурнӑҫра  ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Тӑхӑр теҫетке ҫула ҫитнӗ пулин те Ольга Михайловна хӑйне ҫирӗп тытать. Анкартинче пахча ҫимӗҫ туса илет. Ҫынсемпе те вашават, тирпейлӗ, ӑс-тӑнпа калаҫать.

Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Галина Кольцова ун сывлӑхӗпе интересленсех тӑрать, час-часах кӗрсе  тухать.

Нумай нуша курнӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ тата та нумайрах тӑсӑлтӑр.

Галина Новикова,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *