Суббота, 7 сентября

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ

Питрав кунӗ чӑвашсен пысӑк уявӗсенчен пӗри шутланать. Ӑна мӗн ӗлӗк-авалтанах анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун яш-кӗрӗм юлашки вӑйӑ ирттернӗ. Малалла тырпул пиҫсе ҫитсе пынипе ӗҫҫи пуҫланнӑ. Питрав уявӗ ҫуллана ҫурмалла пайлать, малалла вара кӗркунне сӑнӗ ҫапать, тенӗ.  Ҫак вӑхӑтра ҫырла  пуҫтараҫҫӗ, милӗксем ҫыхса хураҫҫӗ, хӗллене    хатӗрленме  пуҫлаҫҫӗ.

Пирӗн округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те Питрава анлӑн паллӑ тунӑ. Пурин ҫинчен каласа параймасан та сайтсем ҫинче мӗн ҫырнисене пӗлтерес килет. Ку халӑх йӑли-йӗркине тытса пыни-ҫке, ҫамрӑксене кӑтартса пани.

«Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче ял уявне ирттерчӗҫ.  Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ депутачӗ Александр  Зайцев, чӑваш халӑх поэчӗ Валери Тургай, Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Любовь Полякова, «Единая Россия» партин  ӗҫ тӑвакан  секретарӗ  Людмила Макарова, «Родина»  хресченпе фермер хуҫалӑхӗн директорӗ  Анатолий Потемкин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламласа малашне те ҫак ырӑ йӑлана пӑрахмасӑр ӑна малалла тӑсса пыма ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Уяв программи пуян пулчӗ. Пурте Ю.Николаевӑпа С.Тарасова  хатӗрленӗ шӳрпене астивсе  пӑхса ырларӗҫ. «Родина»  хресченпе фермер хуҫалӑхӗн директорӗ А.Е.Потемкин йӗркеленипе килсе ҫитнӗ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем  уява татах та илемлетрӗҫ», — хыпарлать  Вера Тарасова.

«Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче пурӑнакансем  Питрав кунӗнче  культура ҫурчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ.  Ҫак кун вырӑнти культура ӗҫченӗсем  йӗркеленипе ватти-вӗтти вӑййа тухрӗ. Капӑр чӑваш тумӗллӗ хӗрарӑмсем мӗн авалтан пыракан  чӑваш халӑх юррисене шӑрантарса ҫаврӑм туса ҫаврӑнчӗҫ, хуткупӑс кӗввипе ташларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ. Уяв ҫӗрлечченех тӑсӑлчӗ», — пӗлтерет Татьяна Морозова.

Хирти Мӑнтӑрта та Питрав уявӗ пысӑк шайра  иртнӗ. «Ҫерем ватса вир акрӑм» тата чӑваш халӑхӗн ытти юррисене шӑрантарса, такмаксем каласа, хуткупӑспа выляса тӑван халӑхӑн пуян йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ. Кун ҫинчен Валентина Данилова каласа панӑ.

«Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ те ҫак уява ирттермесӗр юлмарӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ял-йыш пӗр ҫӗре —  виҫӗ кас пӗрлешнӗ тӗлте чӑвашсен хитре тумтирӗсемпе пуҫтарӑнчӗ. А.Кузьмин купӑсҫӑ Шупашкартанах уява илем кӗртме мӑшӑрӗпе, Светӑпа, килсе ҫитнӗ. Иккӗшӗ те юрра-ташша ӑстаскерсем, чӑннипех те маттур. Ял ҫыннисем юрӑсем юрласа, карталанса урампа утрӗҫ.

Ялта ҫак кун хӑйсен ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑвакансем те пулчӗҫ. Таисия Николаевна Чульмакова 98 ҫул, Александра Алексеевна Петрова 79 ҫул тултарчӗ. Вӑйӑ картине тӑнисем вӗсене юрӑ-кӗвӗпе саламларӗҫ. И.Н.Кокшина вӗрентекен ҫак йӑла-йӗрке малашне те ан сӳнтӗр, малалла та аталанса пытӑр тесе сӑмах каларӗ». Ҫакӑн пек заметка илсе килчӗ Кивӗ Сӗнтӗрти ветерансен совечӗн председателӗ Галина Смирнова.

Питравра вӑйӑ  ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Шурут культура ҫуртне ҫак кун К.В.Иванов  ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх  академи драма  театрӗн артисчӗсем килсе  ҫитнӗ, вӗсем «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» спектакль кӑтартнӑ. «Урожай» колхоз правленийӗ ҫак мероприятие ирттерме спонсорла пулӑшу панӑ. Ҫакӑншӑн ял халӑхӗ питӗ кӑмӑллӑ юлни пирки ҫырать Галина Симакова.

Хӑйсем патӗнче чаплӑ уяв ирттерни ҫинчен ытти культура ӗҫченӗсем те палӑртаҫҫӗ.

Халӑх йӑли-йӗркине тытса пырас тӗлӗшпе вӗсем чылай ӗҫ тунине каласа хӑварас, малашне те вӗсене ӑнӑҫу сунас   килет.

Юрий Гаврилов  пухса хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *