Суббота, 7 сентября

Туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ

Туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш  Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан делегаци Беларусь Республикинче пулнӑ. Унта та чӑвашсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем наци йӑли-йӗркине тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ырланӑ.

Чӑваш Республики инҫетри Беларусь Республикипе туслӑ ҫыхӑну тытас тӗллевпе ҫула тухнӑ. Тӗрлӗ отрасльсенче тӑрӑшакан 70 ытла специалист  ҫӗршывпа паллашнӑ, хамӑр республика ҫинчен каласа панӑ.

,ҫлӗ визит вӑхӑтӗнче Олег Николаев  малтанах Раҫҫей Федерацийӗн Беларусь Республикинчи чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ посолӗпе Б.В. Грызловпа тӗл пулнӑ. Беларусь Республикин Президенчӗпе   А.Г.Лукашенкопа калаҫу туслӑ тата ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ. Беларусь Республикин премьер-министрӗпе П.А.Пархомчикпа икӗ енлӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Чӑвашсем  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Белорусси ҫӗрӗ ҫинче ҫапӑҫса нумайӑн пуҫ хунӑ. Делегаци членӗсем Минскри Ҫӗнтерӳ монуменчӗ умне чечек ҫыххисем хунӑ.

,ҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелес тӗллевпе Чӑваш Республикинчен кайнӑ специалистсем «Амкадор» ОАОра, Минскри В.И.Козлов ячӗллӗ электротехника заводӗнче, Минскри трактор заводӗнче, Минскри автомобиль заводӗнче тата ытти предприятисенче пулса курнӑ.

Чӑваш Республики Беларусь Республикипе  малашне ял хуҫалӑх, тирпейлекен промышленность, машиностроени, сывлӑх сыхлавӗ, вӗрентӳ, строительство тата ытти отрасльсемпе ҫыхӑнса ӗҫлес тӗлӗшпе чылай килӗшӳсем тунӑ. Пирӗн республика электротехника продукцийӗ пама пултарать. Шупашкарта кӑларакан хӑватлӑ тракторсем те пур. Раҫҫейри рынокра пирӗн республика лартма суханпа 75 процент тивӗҫтерет. Хӑмла та паха продукци. Хими промышленноҫӗ те аталаннӑ. Станкостроени, робототехника, цифра сервисӗсем енӗсемпе те ҫитӗнӳсем пур.

«Эпир мӗнле калаҫса татӑлатпӑр, вӑл йӑлтах пурнӑҫланӗ», — тенӗ Беларусь Республикин Президенчӗ.

Сайтсем ҫинчи материалсем тӑрӑх

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *