Суббота, 7 сентября

Таврапӗлӳҫӗсем канашланӑ

Паянхи кун кашни халӑхшӑн историлле астӑвӑма упраса хӑварасси пӗлтерӗшлӗ вырӑнта тӑрать. Тӑван енӗн историне, хамӑрӑн тымарсене пӗлмесен ӑрусене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтаракан ҫип татӑлать, халӑхӑн аталанӑвӗ чарӑнать. Ҫавӑнпа та таврапӗлӳҫӗсем халӑхӑн историне, хамӑр пурӑнакан вырӑнта нумай ҫул каялла пулса иртнӗ пулӑмсене тӗпчесе пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.  

Июлӗн 15-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑн вулав залӗнче муниципаллӑ округри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн пухӑвӗ иртнӗ. Унта нумай ҫул каялла пулса иртнӗ истори пулӑмӗсене аса илнӗ, палӑксемпе музейсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ. Чӑнах та, историлле вырӑнсем пирӗн пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Иртнисӗр пуласлӑх ҫук, тетпӗр. Шӑпах музейсемпе палӑксем паянхи ӑрӑва авалхи пуян культурӑпа паллашма, хамӑрӑн несӗлсем ҫинчен ытларах пӗлме май параҫҫӗ.

Пухӑва муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хутшӑннӑ. Вӑл таврапӗлӳҫӗсене тӑван ен историне тарӑннӑн тӗпчес, культурӑпа истори пуянлӑхне упрас ӗҫре пур енлӗн пулӑшма шантарнӑ. Таврапӗлӳҫӗсем иртнӗ кунсен летопиҫне ҫырма тӗпчев ӗҫӗсене тӑсма хатӗр пулнине палӑртнӑ. Паллах, ку ӗҫ питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗнӗ ӑрусене патриотла воспитани пама, иртнине асра тытса пуласлӑха шанӑҫпа утма пулӑшать.

Пухӑва хутшӑннисем мероприяти питӗ интереслӗ те усӑллӑ пулнине палӑртнӑ, малашне те ҫакӑн пек тӗлпулусем ирттерсе тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явма калаҫса татӑлнӑ.  

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *