Понедельник, 16 сентября

Пӗрлешекенсем нумайланнӑ

Пӗрлешекенсем нумайланнӑ

Комсомольскинчи ЗАГС уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫлаҫҫӗ% ача ҫуралнине, ҫын вилнине регистрацилеҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннине е мӑшӑрсем уйрӑлнине официаллӑ майпа ҫирӗплетеҫҫӗ, ача ашшӗ кам пулнине ӗнентерекен документсем хатӗрлеҫҫӗ, тӗрлӗ справкӑсемпе свидетельствӑсем параҫҫӗ.

Нумаях пулмасть ЗАГС уйрӑмӗ кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫе пӗтӗмлетнӗ. Округра пурӑнакансене интереслентерекен чи пӗлтерӗшлӗ кӑтартусем, паллах, миҫе ача ҫуралнипе тата миҫе ҫын пурнӑҫран уйрӑлнипе ҫыхӑннӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 6 уйӑхра 75 пепке ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи кӑтартупа танлаштарсан кӑҫал ҫемьесене «аист» кӑшт нумайрах та вӗҫсе килнӗ (пӗлтӗрхи кӑтарту — 70).  

Шел пулин те, пурнӑҫран уйрӑлакансен шучӗ ҫулленех пысӑк. Кӑҫалхи ҫур ҫулта 171 ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта 160 ҫын вилнӗ пулнӑ.

Савӑнӑҫлӑ пулӑм — ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртанни — ҫинчен те каласа хӑвармаллах. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта 37 мӑшӑр пӗр-пӗрне ӗмӗр-ӗмӗр юратма шантарса хӑйсен туйӑмӗсене официаллӑ мелпе ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта 27 мӑшӑршӑн Мендельсон маршӗ янӑранӑ пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах пӗлтӗр 29 ҫемье арканнӑ пулсан, кӑҫал 16 мӑшӑр ҫеҫ пӗр-пӗринчен уйрӑлса малалла пурнӑҫ сукмакӗпе уйрӑммӑн утма йышӑну тунӑ.

Ҫемье  ҫулталӑкӗнче уйрӑлакансен шучӗ чылай чакни, пӗрлешекенсен шучӗ ӳсни, паллах, савӑнтарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *