Суббота, 7 сентября

Пур ыйту та халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ

Пур ыйту та халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ

Июлӗн 17-мӗшӗнче пирӗн республикӑра, ҫавӑн пекех округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнчи канашлӑва муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Унта Чӑваш Республикин  физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, округ депутачӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, тӗрлӗ шайри специалистсем хутшӑннӑ.

Пӗрлехи информаци кунӗн-че тӗп ыйтусем ҫаксем пулнӑ: Чӑваш Республики, ҫавӑн пекех    Комсомольски муниципаллӑ округ 2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта бюджета мӗнле пурнӑҫлани тата  социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӑн  малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем;  Шупашкар хули 555 ҫул тултарнӑ ятпа ирттерекен мероприятисем; 2024  ҫулта шыва кӗмелли тапхӑрта  ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне сыхласси.

Пӗрремӗш ыйтупа округӑн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн экономика тата инвестициллӗ ӗҫ-хӗл секторӗн заведующийӗ  О.П.Козина доклад туса панӑ. Вӑл ытларах округпа ҫыхӑннӑ  ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Чи  малтанах республикӑн  кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулти кӑтартӑвӗсемпе паллаштарар-ха. Юлашки пилӗк ҫулта республика бюджечӗ 2 хут ӳснӗ, июлӗн  1-мӗшӗ тӗлне 52,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Промышленность производствин индексӗпе пирӗн регион  кӑҫалхи январь — май  уйӑхӗсенчи  кӑтартусемпе Атӑлҫи федераллӑ округра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Республикӑн ытти кӑтартӑвӗсем те япӑх мар.

Оксана Петровна слайдсем урлӑ пирӗн округӑн экономика лару-тӑрӑвне кӑтартса пынӑ. Ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарас, демографи, ӗҫ укҫи, строительство, округ бюджечӗ тата финанспа ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене пӑхса тухнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн январь — июнь уйӑхӗсенчи тупӑшӗ 405943  пин тенкӗпе танлашнӑ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 11,4 процент ӳснӗ. Кӑҫалхи  июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗлтӗрхинчен 17,4 процент  ытларах бюджет укҫи-тенкипе усӑ курнӑ. О.Козина тата ытти нумай цифра илсе кӑтартнӑ, вӗсем округ ҫирӗппӗн аталанса пынине кӑтартаҫҫӗ.

Муниципаллӑ  округӑн культура  секторӗн заведующийӗ Д.Н.Грибова Шупашкар хули 555 ҫул тултарнӑ тӗле республикӑра ирттерме палӑртнӑ мероприятисемпе паллаштарнӑ. Вӗсене пирӗн округри культура ӗҫченӗсем те хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак паллӑ кун тӗлне тӗп хуламӑрта чылай ӗҫ туса ирттернӗ, вӗсем малалла пыраҫҫӗ. Хула юбилейӗнче тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсем, ӑмӑртусем пулӗҫ. Чи пӗлтерӗшли — Раҫҫей Федерацийӗн карттин ландшафтлӑ  композицийӗ пулӗ. Унта хутшӑнма пур регионсене те йыхравланӑ.

Кун йӗркине шыва кӗмелли тапхӑрти хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне ахальтен кӗртмен. Республикӑра юханшывсемпе кӳлӗсенче путса вилнӗ тӗслӗхсем сахал мар пулнӑ. Муниципаллӑ округӑн мобилизациллӗ хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, — гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ А.В.Соловьева шӑрӑх вӑхӑтра шыва кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе вырӑнта тимлӗрех ӗҫлемеллине палӑртнӑ.

Пӗрлехи информаци кунӗн-че тата ытти ыйтусем ҫинче те чарӑнса  тӑнӑ. Пурте халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑм ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе те йышӑннӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *