Понедельник, 16 сентября

Преступленисен шучӗ чакнӑ

Преступленисен шучӗ чакнӑ

Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, саккуна пӑсассинчен асӑрхаттарас, обществӑри йӗркене сыхлас, преступленисене уҫса парас енӗпе куллен ӗҫлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмра тӑрӑшакансем кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Мероприятие ЧР Ш,М полици начальникӗн ҫумӗ, полици полковникӗ Игорь Баранов тата ытти чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ.

Мероприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тапхӑрта Елчӗк тата Комсомольски округӗсенче регистрациленӗ преступленисен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 12,8 процент чакнӑ. Преступленисене уҫса парасси 85,8 процентпа танлашнӑ. Чылай тӗслӗх хӗненипе, вӗлерессипе хӑратнипе, вӑрланипе, улталанипе ҫыхӑннӑ, йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисем асӑннӑ тапхӑрта пулман.  

Банк карттисене, телефонсене тата «Интернет» сетьне усӑ курса улталанӑ тӗслӗхсен шучӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхинчен 7 сахалрах. Ҫакӑ профилактика ӗҫӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнипе, халӑха ултавҫӑсенчен сыхланмалли мелсем ҫинчен асӑрхаттарсах тӑнипе ҫыхӑннӑ.

Ҫавӑн пекех ҫул ҫитменнисене преступлени тӑвасран асӑрхаттарас енӗпе те чылай ӗҫлеҫҫӗ. Ҫур ҫулта 7 ҫамрӑка тата 33 ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Шел пулин те, аварисен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан ӳснӗ (3 нумайрах). Ҫул ҫинчи инкеке пула 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ (пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта — 2), 28 ҫын суранланнӑ (пӗлтӗр — 20). ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ, ҫур ҫулта вӗсем административлӑ йӗркене пӑснӑ 1535 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, явап тыттарнӑ.

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ: ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑм республикӑри рейтингра иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Ҫакӑ ӗҫченсем хӑйсен тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа, туллин пурнӑҫлама тӑрӑшнине, пысӑк яваплӑха туйса ӗҫленине ҫирӗплетет.

Галина ЗАЙЦЕВА,

штаб начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *