Понедельник, 16 сентября

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта

Кӑҫалхи ҫул паллӑ кунсемпе пуян. Ҫӗршывра — Ҫемье, Чӑваш Енре экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ, тӑван район 85 ҫул тултарчӗ, Нӗркеҫ ялӗ вара — 425 ҫулта.

Июлӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кунӗнче,  Нӗркеҫ ял уявне паллӑ турӗҫ. Ку тӑрӑх ӗмӗрех паллӑ та сумлӑ, хастар та маттур  ҫынсемпе пуян пулнӑ. Кунтах ҫыравҫӑсем, артистсем, художниксем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, летчиксемпе учительсем, медиксем тата ытти  профессиллӗ паллӑ ҫынсем ҫуралса     ӳснӗ.

Юрий Иванович Ксенофонтов скульптора, Сирена Никитична Юманкова художника, Хветӗр Агивер, Лаврентий Васильевич Таллеров, Алексей Петрович Петров-Этмен, Геннадий Максимов, Валентина Кириллова ҫыравҫӑсене, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне — Валерий Карпова, Петр Пантелеймонович Таллеров паллӑ таврапӗлӳҫӗне, Совет Союзӗн Геройне — Георгий Николаевич Чернова  пурте пӗлеҫҫӗ. 

Уяв спорт вӑййисенчен пуҫланчӗ. Малтанах ачасем мини-футбол вылярӗҫ. Чи маттуррисем — Нӗркеҫ ял ачисем пулчӗҫ, 2-мӗш вырӑна — Янкасси ял ачисем тухма пултарчӗҫ, 3-мӗшпе 4-мӗш вырӑнти ачасене те парнесӗр хӑвармарӗҫ, пылак торт парса чысларӗҫ.

Аслисем хушшинче мини-футболпа татах Нӗркеҫ ялӗн команди 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, 2-мӗш вырӑн вара Янкассисен аллинче пулчӗ. 3-мӗш вырӑн Нӗркеҫ ялӗн ҫамрӑкӗсем  йышӑнчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах хаваслӑ вӑйӑ ачасем хушшинче те иртрӗ. Кунта туслӑх ҫӗнтерчӗ. Пурте  парнесене тивӗҫрӗҫ.

Волейбол вӑййинче вара Янкасси ялӗн команди мала тухрӗ.

Вӑйӑ картине тӑриччен округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ял халӑхне саламларӗ, ялти хастар ҫынсене% Александр Яковлева, Александр Плеткина, Владимир Краснова Хисеп хучӗ парса  чыс турӗ. Ҫавӑн пекех килсе ҫитнӗ хӑнасем сӑмах каларӗҫ. Нӗркеҫ ялӗ нумай ҫул хушши хитреленсе те ҫӗнелсе пырасса шанни пирки пӗлтерчӗҫ.

Вӑйӑ картине  чӑваш тумӗтӑхӑннӑ  хӗрарӑмсем тӑчӗҫ. Кунтах Нӗркеҫсем, Ҫӗнӗ Кипеҫсем, Хирти Сӗнтӗрсем, Янкасси ялӗнчен килнӗ пикесем юрӑ янратрӗҫ. Ун хыҫҫӑн хамӑр  тӑрӑхри художество пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Уява Нина Плеткинапа Михаил Кузнецов кӑмӑллӑ ертсе пычӗҫ.

Ҫавӑн пекех ял сӑн-сӑпатне  сӑнласа паракан сӑнӳкерчӗксемпе стенд пуян пулчӗ. 

Уяв сӗтелне сарлака та тулӑх хатӗрленӗ. Кашниех пулӑ шӳрпипе  пӑтта тутанса пӑхма пултарчӗ.

Питрав ташӑ каҫӗпе вӗҫленчӗ. Ҫак кун ял ҫыннисемшӗн нумай вӑхӑта асра   юлӗ.

Михаил КУЗНЕЦОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *