Суббота, 7 сентября

Кану паркӗ уҫрӗҫ

Кану паркӗ уҫрӗҫ

Округри чылай ялта Ял кунне уявласси йӑлана кӗнӗ. Вӑл уяв унта пурӑнакансене ҫеҫ мар, кунта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ентешсене, кӳршӗ ялсенчен килнӗ хӑнасене пӗр ҫӗре пӗрлештерет. Июлӗн 12-мӗшӗнче ҫакӑн пек уяв Хирти Явӑш ялӗнче те иртрӗ. Ӑна пуҫаруллӑ проектпа патшалӑх пулӑшнипе тата ял халӑхӗ пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе тунӑ.

Кӑҫалхи уяв ытти ҫулсенчисенчен хаваслӑрах та асра юлмалла пулнӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Элпуҫӗнчи «Туслӑх» культурӑпа кану паркне уҫнӑ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ, ялтах ҫакӑн пек кану вырӑнӗ пурри питӗ кӑмӑллӑ пулӑм-ҫке.

Уява Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ Альберт Кузьмин, администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Расим Асеинов, Комсомольски район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Ремис Мансуров тата ытти чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем территори уйрӑмӗнче пурӑнакансене уяв ячӗпе саламласа малашне те тӑван яла юратма, аталантарса пыма суннӑ, паянхи кун ялсем кунран-кун хӑтлӑланса, илемленсе пынине палӑртнӑ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ку тӑрӑхри хисеплӗ ҫынсене, ырми-канми ӗҫӗпе палӑрнисене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн Тав ҫырӑвӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ.

Уява илем кӗртекенни, пуҫтарӑннисене лайӑх кӑмӑл парнелекенни — паллах, юрӑ-ташӑ. Сцена ҫинче Элпуҫ ял тӑрӑхӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсем тата ачасем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарнӑ, пурне те хаваслӑ ташша йыхравланӑ.

Мероприятие килнисем ҫавӑн пекех вырӑнти ал ӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе, «Ман ҫуралнӑ кӗтес» куравпа паллашнӑ, уявпа пурте кӑмӑллӑ юлнӑ.

Элпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем культурӑпа кану паркне тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех ял уявне йӗркелеме пулӑшнӑ ҫынсене пурне те чӗререн тав тӑваҫҫӗ.  

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *