Суббота, 7 сентября

Вырма пуҫланнӑ

Вырма пуҫланнӑ

Ешӗл симӗс тӗс тӑхӑннӑ хирсем тӗл-тӗл сарӑ сӑнпа улшӑнчӗҫ. Апла пулсан тырпул пиҫсе пырать. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче хӗрӳ вӑхӑт пуҫланнӑ.

 «Родина» ОООра июлӗн 15-мӗшӗнче  кӗр тыррисене вырма тухнӑ. Вырмана округра чи малтан пуҫланӑ А.Е.Потемкинӑн хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  та ҫитсе курнӑ, ҫӗр ӗҫченӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Слава картофелю» агрофирма, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсен хирӗсенче те пулнӑ. Вӗсенче те ӗҫҫи пуҫланнӑ.

Ҫак кунсенче  эпир  те «Родина» ОООра пултӑмӑр. Рушан Сафин комбайнер кӗрхи тулӑ уйӗнче ӗҫлетчӗ. Валерий Смирнов механизатор ҫапнӑ тырра турттарса тӑратчӗ. «Пӗлтӗр кӗркунне 190 гектар ҫине кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑччӗ. Вӑл ӑнӑҫлӑ хӗл каҫрӗ, ҫуркунне лайӑх ешерме пуҫларӗ. Пулса ҫитсенех вырма тытӑнтӑмӑр. Июлӗн 17-мӗшӗ тӗлне 50 гектар ытла лаптӑк ҫинчен пуҫтарса илтӗмӗр. Хальлӗхе кашни гектар пуҫне 40 центнер тухӑҫ пырать. Кӑҫал тата пирӗн 224 гектар ҫинчен ҫурхи тулӑ, 87 гектар ҫинчен урпа пуҫтарса илмелле. Вӗсемсӗр пуҫне, паллах,  выльӑх апачӗ хатӗрлемелле. Сенаж, утӑ янтӑламалла», — пӗлтерчӗ «Родина» хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи А.Е.Потемкин.

«Округри ытти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем те паян-ыран вырмана тухма хатӗрленеҫҫӗ», — ҫапла пӗлтерчӗҫ округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи уйрӑмӗнчен.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *