Понедельник, 16 сентября

Аслисемсӗр шыва кӗме юрамасть

Аслисемсӗр шыва кӗме юрамасть

Урамра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Ку вӑхӑтра ача-пӑча ҫырмасем, кӳлӗсем патне туртӑнать. Вӗсен чун каниччен шывра чӑмпӑлтатас килет.

Шел пулин те юлашки вӑхӑтра ачасем шывра путса вилнӗ тӗслӗхсем республикӑра пулкаласах тӑчӗҫ. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хӑйсен черетлӗ сессийӗнче 16 ҫула ҫитмен ачасене аслисемсӗр шыва кӗме чарасси пирки йышӑну тунӑ. Яваплӑхӗ — ашшӗ-амӑшӗ тата ҫул ҫитмен ачасене пӑхса пурӑнакансем ҫинче. Вӗсене РФ административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан Кодексӑн 5.35 статйин 1 пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ, асӑрхаттараҫҫӗ, е 100 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран штраф параҫҫӗ.

Ӗҫӗ штраф ҫинче мар. Ашшӗ-амӑшӗн, аслисен ачасем ҫырмасем, кӳлӗсем патӗнче пулнӑ чухне юнашар пулмалла, кӗҫӗннисем шыва кӗнӗ чухне асӑрхасах тӑмалла. Тепӗр чухне тимсӗр пулни нихӑҫан та тӳрлетме ҫук инкек патне илсе пыма пултарать. Шӑрӑх кунсенче пурте шыва кӗмелли вырӑнсенче асӑрхануллӑ пулӑр.

Ольга КОРОТИНА,

ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен аслӑ инспектор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *