Суббота, 7 сентября

126 километр парӑнтарчӗҫ

126 километр парӑнтарчӗҫ

Физкультурӑна пропагандӑлас, халӑха спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарас тӗллевпе республикӑра кашни ҫулах профсоюзсен велочупӑвне йӗркелеҫҫӗ. 

Июлӗн 6-мӗшӗнче профсоюзсен V «Потому чТо мы Вместе» велочупӑвӗ иртрӗ. Ку вӑл профсоюзсем йӗркелекен чи интереслӗ, нумай ҫынна илӗртекен спорт мероприятийӗсенчен пӗри. Унта пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен велоспорта юратакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Мероприятие йӗркелекенсем кӑҫалхи юбилейлӑ маршрута тата та интереслӗрех тума тӑрӑшнӑ.

Профсоюзсен пиллӗкмӗш велочупӑвне хутшӑнма ҫӗршывӑн 22 регионӗнчен пурӗ 200 ытла спортсмен пуҫтарӑннӑ. Ирхине вӗсем Комсомольски ялӗнче старта тухрӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин велочупӑва пуҫтарӑннисене саламласа ҫак физкультура мероприятийӗ профсоюз юхӑмӗн пӗрлӗхне кӑтартса пани ҫинчен каларӗ, пурне те ӑнӑҫлӑн финиша ҫитме, дистанцие ҫӑмӑллӑн парӑнтарма сунчӗ. «Единая Россия» партин регионаллӑ уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Осипов профсоюзсен велочупӑвӗн пысӑк пӗлтерӗшне палӑртса мероприятие йӗркелекенсене тав турӗ, спорт уявне ирттерес ӗҫе йӗркелесе пыракан Сергей Драндрова Тав хучӗпе чысларӗ.

Велочупӑва хутшӑнакансен пӗрремӗш чарӑнӑвӗ Йӑлмахва ялӗнче пулчӗ. Унта вӗсене территори уйрӑмӗн начальникӗ Альберт Кузьмин, культура ӗҫченӗсем тата ял ҫыннисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ. Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн велосипедистсем Елчӗк округне ҫул тытрӗҫ. Малалла вӗсем Патӑрьел тӑрӑхне ҫитсе унти тавралӑх илемӗпе киленчӗҫ. Кашни чарӑнурах спортсменсене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ, малалла та пысӑк хавхаланупа ярӑнса дистанцие ӑнӑҫлӑн парӑнтарма сунчӗҫ.

Каҫ еннелле велосипедистсем  республика территорийӗ тӑрӑх 126 километр ярӑнса каялла Комсомольски ялне ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Кунта вара вӗсем валли пуян концерт программи хатӗрленӗ.

Мероприятие хутшӑнакансем велочупу асра юлмалла иртнине, лайӑх кӑмӑл парнеленине палӑртса ӑна йӗркелекенсене тав турӗҫ, ҫитес ҫул та ҫакӑн пек мероприятие хутшӑнма кӑмӑл пуррине палӑртрӗҫ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *