Четверг, 19 сентября

Ҫемье никӗсӗ – юратупа килӗшӳ

Ҫемье никӗсӗ – юратупа килӗшӳ

Пирӗн округра нумай ҫул пӗрле пурӑнакан, ҫемье ӑшшине упраса пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утакан тӗслӗхлӗ ҫемьесем чылай. Тури Тимӗрчкассинчи Валентина Васильевнӑпа Николай Васильевич Ильинсем 52 ҫул пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатаҫҫӗ.

Ҫемье пуҫӗ Николай Васильевич 1950 ҫулта Тури Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти 8 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра скотникре ӗҫлеме пуҫланӑ. Ял ачисем мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫса ӳснӗ. Николай та ҫуллахи вӑхӑтра аслисене тӗрлӗ ӗҫре пулӑшнӑ, сакӑр ҫулта чухнех пӗчченех лаша кӳлсе ҫӳренӗ, «Победа» колхозӑн фермисем тӑрӑх сӗт турттарнӑ. 1967—1968 ҫулсенче Канашра слесарь-сантехнике вӗреннӗ, ҫак хушӑрах водитель правине те илнӗ. Унтан ҫамрӑк каччӑ салтак атти тӑхӑннӑ, ҫар службинче ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ. Таврӑнсан нумай ҫул «Луч» колхозра водительте вӑй хунӑ, машина рулӗ умӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене те ҫитсе курнӑ. Сывлӑхӗ хавшанине пула 1997 ҫулта унӑн ӗҫ пӑрахма тивнӗ. Апла пулин те вӑл килте алӑ усса ларман, яланах хӑйне валли ӗҫ тупнӑ.

Николай Васильевичӑн пӗтӗ- мӗшле ӗҫ стажӗ — 34 ҫул. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна тӗрлӗ грамотӑсемпе дипломсем парса чысланӑ. 1975 ҫулта ӑна «Социализмлӑ ӗҫ ударникӗ» ята та панӑ.

Кил ӑшшин управҫи Валентина Васильевна та Тури Тимӗрчкассинчех ҫуралса ӳснӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн «Победа» колхозра сысна пӑхаканра ӗҫлеме пикеннӗ. Унтан нумай ҫул ҫӗвӗҫре, колхозӑн пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекен бригадинче ӗҫленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та тӑван колхозра вӑй хунӑ. Валентина Васильевна — ӗҫ ветеранӗ, ӑна нумай Хисеп грамотипе, дипломсемпе наградӑланӑ.

Ильинсем 5 ачана — 3 хӗрпе 2 ывӑла — кун ҫути парнелесе, тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗ. Хӗрӗ Наталия Канашри медучилищӗне пӗтернӗ, Тутар Шурут ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗнче ӗҫлет. Елена Шупашкар хулинче пурӑнать, аптека организацийӗсен ушкӑнӗн заведующийӗнче вӑй хурать. Светлана Ҫӗнӗ Мӑрат ял библиотекинче библиотекарьте тӑрӑшать. Унӑн ӗҫ стажӗ 25 ҫул ытла. Ывӑлӗ Геннадий МАДИре инженер-механике вӗреннӗ, Шупашкарта ҫемйипе пурӑнать.

Ильинсен ҫемйинче килӗшӳпе ӑнлану, шанчӑклӑхпа  юрату иксӗлми. Ачисемпе мӑнукӗсен ӑшши мӑшӑра малашне те пурнӑҫ ҫулне мал ӗмӗтлӗн такӑрлатма хавхалантарать. Вӗсене чӑннипех те ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх теме пулать.    

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *