Понедельник, 16 сентября

Ҫемье кунне уявларӗҫ

Ҫемье кунне уявларӗҫ

Ҫемье — ҫӗршыв тӗрекӗ,

Ҫемье — ҫӗршыв пуласлӑхӗ,

Ҫемье — кил-йыш, атте-анне,

Юратӑр, упрӑр ҫывӑх ҫынсене!

Юратӑр Тӑван ҫӗршыва!

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа Ҫӗнӗ Шӑхран ял клубӗнче «Тӗреклӗ ҫемье, шанчӑклӑ тыл» конкурс иртрӗ. Унта 3 ҫемье хутшӑнчӗ. Альбинӑпа Николай Семеновсем 44 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, Валентинӑпа Василий Васильевсем иртнӗ ҫул ылтӑн туйне уявларӗҫ, Аннӑпа Николай Ильинсен пӗрлешнӗренпе 54 ҫул пулать.

Хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисем ҫинчен тӗрлӗ интереслӗ самантсем: паллашни, пӗр-пӗрне юраса пурӑнни, спорт вӑййи тата мӗнле кухня юратни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ тата ытти ыйтусем ҫине кулӑшла хуравсем парса куракансене савӑнтарчӗҫ. Кашни ҫемье илемлӗ юрӑ та шӑрантарчӗ.

Конкурс питӗ интереслӗ, савӑнӑҫлӑ иртрӗ, туслӑх ҫӗнтерчӗ. Ильинсене «Ҫирӗп ҫемье», Васильевсене «Тӗреклӗ ҫемье», Семеновсене «Туслӑ ҫемье» тесе йышӑнтӑмӑр.

Клуб ертӳҫи Т.Александрова хӑнасене хитре юрӑпа саламларӗ, уява маттур ертсе пычӗ. Ваттисен канашӗн ертӳҫи, староста Л.Тихонова пурне те уяв ячӗпе чун-чӗререн саламларӗ, вӑрӑм ӗмӗр, канлӗ ватлӑх, тата нумай ҫул пӗрле килӗштерсе, юратса пурӑнма сывлӑх сунчӗ.

Кашни ҫемьене чечек ҫыххи тата грамота парса чысларӗҫ. Пурте тулли кӑмӑлпа килелле утрӗҫ.

Людмила Тихонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *