Понедельник, 16 сентября

Таборкинсем – кооператорсен династийӗ

Таборкинсем – кооператорсен династийӗ

Иртнисӗр паянхи те, пуласси те ҫук. Иртнине пӗлес, аслӑ ӑрусен ырӑ йӑлисене упрас тата анлӑлатса пырас килет.

Комсомольски райповӗн историйӗнче Таборкинсен ҫемйи пысӑк вырӑн йышӑнать. Таборкинсене кооператорсен династийӗ теме пулать. Ӑна Моисей Васильевич Таборкин пуҫарса янӑ. Вӑл 1908 ҫулта Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ялтах пуҫламӑш шкул пӗтернӗ, чи малтан комсомола кӗрекенсенчен пӗри пулнӑ, «Двигатель революции» колхоза йӗркелесе ярас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. 1939 ҫулта вӑл Полина Осипенко ячӗллӗ йывӑҫ комбинатне (артеле) ертсе пыма пуҫланӑ. 1941 ҫулта хӑрушӑ вӑрҫӑ телейлӗ пуласлӑха пӗтерсе хунӑ. Вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗсенчех вӑл Тӑван ҫӗршыва фашистсенчен хӳтӗлеме фронта тухса кайнӑ. 84-мӗш стрелоксен дивизийӗн 201-мӗш стрелоксен полкӗнче службӑра тӑнӑ. Новгород облаҫӗнчи Лычково ялӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура аманнӑ. Старая Русса хули ҫывӑхӗнче иккӗмӗш хут йывӑр суранланнӑ, контузиленнӗ, ҫапах та ҫапӑҫуран тухман. Госпитальсенче 13 уйӑх сипленнӗ. Ҫапӑҫусенчи хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденӗпе, III степеньлӗ Мухтав орденӗпе, «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе наградӑланӑ.

Яла таврӑнсан Моисей Васильевич Асанкассинчи лавккара ӗҫлеме пикеннӗ. 20 ҫул потребительсен кооперацийӗнче вӑй хунӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, таса чунлӑ пулнӑшӑн ӑна ялта та, райпора та хисепленӗ. Ырми-канми ӗҫӗшӗн грамотӑсемпе тата дипломсемпе чысланӑ.

Моисей Васильевич мӑшӑрӗпе Анастасия Осиповнӑпа 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Таборкинсен пур ачи те мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратса ӳснӗ, тивӗҫлӗ воспитани илнӗ. Аслӑ ывӑлӗ Василий Хусанти авиаци институтне пӗтернӗ, хӗрӗ Раиса стоматолога вӗренсе тухнӑ, Нина – медсестра. Александрапа Зоя вара хӑйсен пурнӑҫне потребительсен кооперацийӗпе ҫыхӑнтарнӑ, Комсомольски райповӗнче 40-шер ҫул ӗҫленӗ.

Александран ӗҫ ҫулӗ 1962 ҫулта Асанкассинчи магазинтан пуҫланнӑ. 1965 ҫулта вӑл Шупашкарти коопераци техникумне «Апат-ҫимӗҫ тата промышленноҫ таварӗсен товароведенийӗ» специальноҫпа пӗтернӗ. Универмагра кӗнекесен уйрӑмӗн товароведӗнче, культура таварӗсен уйрӑмӗн заведующийӗнче тата универмаг заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.

Ҫар службинчен таврӑннӑ хыҫҫӑн чылай ҫамрӑк каччӑсем райпона шофера ӗҫе кӗнӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса   ӳснӗ Виталий Никифоров пулнӑ. Ҫапла Александрапа Виталий пӗр-пӗрне ӗҫре тупнӑ. Ҫамрӑксен туслӑхӗ майӗпен юратӑва куҫнӑ, вӗсем пӗр ҫемье чӑмӑртанӑ. Часах ҫемьере ывӑлпа хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Шел пулин те, Виталий чире пула тивӗҫлӗ канӑва тухиччен те ӗҫлеймен, ҫемьене мӑшӑрсӑр тата ашшӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Ывӑлӗ Юрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулне суйласа потребкооперацийӗнче ӗҫленӗ.

Моисей Васильевичӑн тепӗр хӗрӗн Зойӑн ӗҫ биографийӗ ытларах универмагпа (халӗ «Торговый дом» ООО) ҫыхӑннӑ. 36 ҫул вӑл ҫак предприятире прилавок хыҫӗнче тӑнӑ: пусма, трикотаж тата галантерея сутакан уйрӑмсенче ӗҫленӗ.

Потребительсен кооперацийӗнче нумай ҫул ӗҫленӗшӗн Александрӑна та, Зойӑна та «,ҫ ветеранӗ» медаль, «Коммунизмла ӗҫ ударникӗ», «Профессире чи лайӑххи» ятсем парса чысланӑ. 2002 ҫулта Зоя Таборкинана (Гаврилована) «Раҫҫей Федерацийӗн потребительсен кооперацийӗн ветеранӗ» ята та панӑ. «40 ҫул ӗҫленӗ хушӑра райпора сакӑр председатель ылмашӑнчӗ, анчах та яланах ӗҫлекенсене хисеплесси чи малти вырӑнта пулнӑ. Ӗҫлекенсене турист путевкисем те паратчӗҫ, 30 ҫынран тӑракан ушкӑнсемпе Совет Союзӗнчи паллӑ вырӑнсене: Мускава, Ленинграда, Ригӑна, Белоруссине, Украинӑна тата ытти ҫӗре ҫитсе курнӑ. Ветерансем кашни ҫулах Чӑвашпотребсоюзӑн «Салют» кану ҫуртӗнче канаҫҫӗ», — пӗлтерет Зоя Моисеевна.

Моисейӗн шӑллӗ, Яков Васильевич та, 1911 ҫулта ҫуралнӑскер, пурнӑҫне потребительсен кооперацийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 1941 ҫулта вӑл та вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ. I гварди стрелоксен дивизийӗнче 85-мӗш стрелоксен полкӗнче службӑра тӑнӑ. Сталинград ҫывӑхӗнче тата Ленинград фронтӗнче тӑван ҫӗршӗн пыракан йывӑр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Йывӑр аманнӑ, нумай вӑхӑт госпитальсенче сипленнӗ, кайран ӑна суранӗсене пула киле янӑ. 1944 ҫулта Яков Васильевича Комсомольски райпотребсоюзӗн председательне суйланӑ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа унӑн биографийӗ райпопа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл 20 ҫул ытла районта пурӑнакансене куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшнӑ. Малтан председательте, унтан мӑшӑрӗпе пӗрле Александровка, Хырай ,нел ялӗсенче сутуҫӑра, магазин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Ӑна пӗрре мар грамотӑсемпе дипломсем парса чысланӑ. Пур ӗҫре те вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ, лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.

Таборкинсен династийӗ потребительсен кооперацийӗнче пурӗ 175 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӗсем кулленхи ырми-канми ӗҫӗпе хисеп ҫӗнсе илнӗ. Чыс та мухтав династин ӗҫченӗсене.

Светлана Кокорева,

коопераци ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *