Суббота, 7 сентября

Пӗр-пӗрне юратни – чи хакли

Пӗр-пӗрне юратни – чи хакли

Ҫемье вӑл юратупа килӗшӳ, ӑнланупа ҫураҫулӑх ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫемьере савӑнӑҫне те, хуйхи-суйхине те пӗрле пайлаҫҫӗ, пурнӑҫри чӑрмавсене пӗрле ҫӗнтерсе алла-аллӑн тытӑнса малалла утаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кашни ҫыншӑн ҫемье чи хакли, чи пӗлтерӗшли.

Июлӗн 8-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак кун округри ЗАГСра нумай ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесене чысласа «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль параҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак мероприятие округри тӗслӗхлӗ ҫемьесем тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.  

«Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале Валентина Владимировнӑпа Валерий Васильевич Горбуновсем (Хырхӗрри), Валентина Васильевнӑпа Николай Васильевич Ильинсем (Тури Тимӗрчкасси), Светлана Аркадьевнӑпа Олег Николаевич Матросовсем (Комсомольски) тивӗҫрӗҫ.

Библиотека ӗҫченӗсем презентаципе усӑ курса кашни мӑшӑр, вӗсен юрату историйӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Туслӑ та ӗҫчен, килӗшӳллӗ мӑшӑрсем хӑйсен шӑписене ҫыхӑнтарса пӗтӗм савӑнӑҫне, йывӑрлӑхне пӗрле пайласа пурӑнаҫҫӗ. Ҫемье урапи, паллах, ялан пӗр тикӗс кусмасть. Пурнӑҫри пӑрӑнӑҫсем мӑшӑрсене пӗр-пӗрин патне тата та тимлӗрех пулма, пӗр-пӗрне упрама вӗрентнӗ. Уявра чысланӑ ҫемьесем пурте ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тивӗҫлӗ воспитани панӑ, халӗ мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ. 

Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене медальсем пама сцена ҫине муниципаллӑ округ пуҫлӑхне Николай Раськина йыхравларӗҫ. Вӑл вӗсене саламласа ҫирӗп сывлӑх, ӑшӑлӑхпа юрату, тимлӗхпе хисеп сунчӗ, шанчӑклӑх, юрату тата пӗр-пӗрне хисеплени, пулӑшни чи хакли пулнине палӑртрӗ.

Тӗслӗхлӗ мӑшӑрсене тата уява пуҫтарӑннисене Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храмӗн настоятелӗ Сергий атте те саламларӗ. Вӑл уявӑн историйӗ ҫинчен аса илчӗ, пӗрле ирттернӗ ырӑ самантсене яланах асра упрама, малашне те пуриншӗн те тӗслӗхлӗ ҫемьесем пулма сунчӗ.

Ҫавӑн пекех Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗ Сергей Катиков, ЗАГС уйрӑмӗн начальникӗ Ольга Федотова, «Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн» вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова пуҫтарӑннисене саламласа ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Ольга Буслаева юрӑсем шӑрантарса уява илем кӗртрӗ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.     

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *